АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Поэтпа композитор туслăхĕ

26 декабря 2009 г.

«Нумай çĕрте пулаççĕ Сергеевпа Урташ никам хушмасăр, никамран укçа-тенкĕ, командировочнăй ыйтмасăр - ялсенче, клубсенче, уй-хирте, йĕтем çинче, улăхра, вăрман уçланкинче концертсем кăтартаççĕ, тĕл пулусем йĕркелеççĕ, халăхпа пĕрле çăкăр-тăвар пайлаççĕ. Çапла, пĕр-пĕринпе тату - ырă çыхăнса, хăйсен çĕнĕ юррисене шăрата-шăрата кăлараççĕ».

Паллă радиожурналист Иван Ахрат çырнинчен.

Пирĕн хаçата вулакан Сергеевпа Урташ Вăрмар тăрăхĕпе епле çыхăннă-ши тейĕ. Ара, Александр Сергеевич композитор Çĕрпÿ районĕнче, Валентин Урташ сăвăç Тутар Республикинче çуралса ÿснĕ-çке! Вĕсем пирки çырмалли те çук пек. Апла мар çав, пур çырмалли! Аса илмелли тата!

Александр Сергеевич Сергеев Çĕрпÿри педагогика училищинче вĕреннĕ, кайран И.Я.Яковлев ячĕллĕ пединститутра музыка уйрăмĕнче пĕлÿ пухнă. Темиçе çул тĕрлĕ шкулсенче ĕçленĕ, ачасене музыка предмечĕпе пĕлÿ панă. Вăл хăйĕн ĕçне питĕ юратнă, хуть хăш çĕрте, хуть хăш шкулта ĕçлесен те ачасенчен те, çитĕннисенчен те тăракан хорсем йĕркеленĕ. Концертсемпе тĕрлĕ фестиваль-конкурссене хутшăннă, яланах çĕнтерÿçĕсен ретĕнче пулнă. Шкулта ĕçленĕ çулсенче те, предприятисемпе организацисенче вăй хунă чухне те юрă кĕвĕлес туртăмне сĕвĕрĕлтермен, халăхăмăра килĕшекен питĕ хитре те çепĕç юрăсем çырнă. «Ма хитре-ши Шупашкар урамĕ;», «Мăшăр çунат çук-им ман;», «Пĕрре курсах саврăм-ши;», «Юрламасăр чун чăтмасть», «Шупашкарăн лăпкă каçĕсем» юрăсене вăл Валентин Урташ сăввисемпе хайланă. Пĕр-пĕрин çулĕсем хушши самаях пысăк пулин те, Сергеевпа Урташ мĕн паллашнăранпах туслă тăнă, пĕр-пĕрне пулăшма яланах хатĕр пулнă.

А.Сергеев 1971-1972 çулсенче Вăрмарти шкулта музыка учителĕ пулса ĕçленĕ. Ун чухне шкул директорĕ Е.Сергеев чĕннипе Вăрмар тăрăхне килнĕ иккен паллă музыкçă. Темиçе уйăхрах А.Сергеев арçын ачасен хорне йĕркелет, аслисемпе тăтăшах репетицисем ирттерсе концерт программи хатĕрлесе çитерет.

Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н.Иванов аса илнинчен:

«Александр Сергеевич Вăрмарти шкулта музыка учителĕнче ĕçлетчĕ. Вăл шкул ачисен тата аслисен хорĕсене йĕркелесе ячĕ. Хорсенче чăваш композиторĕсен юррисемпе пĕрлех хăй кĕвĕленисене те юрлаттаратчĕ. «Шăматкун каçхине», «Виç кĕтеслĕ çырусем» юрăсене юрланине епле-ха манăн. Культура çурчĕ çумĕнчи агитбригадăпа концерт программисем йĕркелесе ял-ял тăрăх çÿреттĕмĕр. Юратнă учитель сăмах-юмаха, шÿте ăстаччĕ. Сăн-пичĕ çынсене хăй патне туртатчĕ. Йăл кулли пурне те килĕшетчĕ».

«Парне» фольклор ушкăнĕн баянисчĕ Г.Матвеева çапла каласа парать: «Пĕрле хуçалăхсем тăрăх агитбригадăпа çÿреттĕмĕр, концертсем кăтартаттăмăр. Вăл питĕ интереслĕ концертсем йĕркелеме пĕлетчĕ. Ăста купăсçă, пултаруллă йĕркелÿçĕ пулнă А.Сергеев. Шÿте те, шÿтлеме те юрататчĕ».

Çакăн пек нумай мар сăмахсемлĕ аса илÿсенченех пирĕн куç умне тĕлĕнмелле кăмăллă, пултаруллă çын сăнарĕ тухса тăмасть-им;! Вăрмарта ĕçленĕ вăхăтра А.Сергеев патне Шупашкартан тусĕ Валентин Урташ поэт пырса çÿренĕ. Вĕсем ачасемпе тĕл пулнă, хăйсен çĕнĕ произведенийĕсемпе паллаштарнă. Вăрмарти Культурăпа кану центрĕн илемлĕх ертÿçи Г.Васильев çапла аса илет: «Эпĕ музыка шкулне çÿремен пулсан та, юрă тĕнчи манпа юнашарах пулнă. Чăн музыка тĕнчин алăкне уçаканĕ вара Александр Сергеев композитор пулчĕ. Вăрмарти иккĕмĕш вăтам шкулта музыка урокĕсене ертсе пынă май, вăл мана асăрхарĕ. Ун патне музыкантсем, сăвăçсем килсе çÿретчĕç, пире яланах вĕсемпе курнăçтаратчĕ. Валентин Урташпа тĕл пулнине питĕ лайăх астăватăп. Александр Сергеевич ертсе пынипе 1972 çулта Канаш хулинче йĕркеленĕ ачасен Республикăри фестивальне хутшăнтăмăр, унта лауреат ятне илнине епле-ха манăн;!»

Çак кивĕ сăн ÿкерчĕкре паллă поэтпа Валентин Урташпа талантлă композитор Александр Сергеев Вăрмарти шкулта арçын ачасенчен йĕркеленĕ хорпа тĕл пулнă саманта сăнланă. Поэт сăвă вуланине ачасем тимлĕ итлеççĕ, ара Урташ сăвă вуланă е каланă чухне куç пăвнă пек çынна итлеттерме пултарнă-çке! Хора çÿрекенсем хальхи вăхăтра аслă çулалла çывхараççĕ ĕнтĕ, сăн ÿкерчĕкĕ иртнĕ пулăма аса илтерсе истори докуменчĕ пулса юлчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика