26 декабря 2009 г.
2010 çулта Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне ирттерессипе район администрацийĕнче комисси ларăвĕ иртнĕ. Унта пурĕ 4 ыйту пăхса тухнă. 2010 çулта Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне ирттерессипе хатĕрленÿ ĕçĕсем туса ирттересси çинчен Чăвашстатăн Вăрмар районĕнчи ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Т.Петрова тухса калаçнă. Вăл палăртнă тăрăх, РФ Правительствин 2009 çулхи октябрĕн 29-мĕшĕнчи Йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн 2010 çулхи октябрĕн 14-25 мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейре халăх çыравне ирттерме йышăннă. Çавна май халăх çыравне пахалăхлă ирттерес тĕллевпе районти кашни ял тăрăхĕнче адреслă хуçалăхсене йĕркелессипе, халăх регистраци учетне тăнин правилисене тытса пырассипе ĕçсем туса ирттереççĕ. Кăçалхи çул районти кашни ялăн тата çуртăн списокне хатĕрлес ĕç пынă. 2009 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕччен регистраторсем кашни çурт пуррипе çуккине çаврăнса тухса яллă вырăнсен карти çинче паллă тунă. Хальхи вăхăтра 2010 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне ирттерессипе организациллĕ плана хатĕрлесе çитернĕ. Çавна май районта 69 шутлав, 17 инструкторсен, 4 çырав участокĕсем йĕркеленĕ. Организациллĕ планпа килĕшÿллĕн районта пурăнакансен йышĕ 28 пине яхăн шутланать. Татьяна Ивановна халăх перепиçне ирттерме федераллă бюджетран укçа-тенкĕ уйăрнине каларĕ.
Пĕтĕм Раççейри халăх перепиçне ирттерессипе йĕркеленĕ организациллĕ плана çирĕплетессипе райадминистрацин ĕçĕсен управляющийĕ - организациллĕ ĕçсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов тухса калаçрĕ, кашни пункчĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Унтан комисси членĕсем пĕр сасăллă пулса ăна çирĕплетрĕç.
Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне хатĕрленсе 2010 çулта комиссин туса ирттермелли ĕç планне пăхса тухрĕç, малашлăхри тĕп задачăсене палăртрĕç. Çавăн пекех 2010 çулта халăх çыравне ирттерессипе мероприятисен планне тĕплĕн тишкерчĕç.
Юлашкинчен комисси членĕсем çитес çул халăх çыравне ирттерессипе кашни ял тăрăхĕн администрацийĕ, унта пурăнакансем яваплă пулмаллине каларĕç.