АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх-чĕрлĕхе ĕрчетме тăрăшмаллах

26 декабря 2009 г.

Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче çулсеренех тухăçлă тыр-пул туса илеççĕ. Хакĕсем савăнтарсах каймаççĕ пулин те, ăна вара кам ăçта вырнаçтарать. Кăçал та ял çынни хăйĕн ĕçĕн çимĕçне йÿнĕ хакпах сутрĕ. Тен, тырра йÿнĕпе сутиччен унпа выльăх-чĕрлĕх усранă çĕрте усă курмалла, усси те пысăкрах пулĕ. Хальхи вăхăтра сутлăх аш-какай пĕрре те йÿнĕ мар. Апатпа тивĕçтерессине пĕлсе йĕркелесен выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнинчен ял хуçалăх предприятийĕсем пурте тупăш илме тивĕçлĕ. Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче çак вăхăт тĕлне пĕтĕмпе 1253 пуç сысна, мăйракаллă шултра выльăх 1341 пуç. Шел пулин те, вĕсен йышĕ çак вăхăтчен чакса пынă. Пур категорири хуçалăхсемпе шута илсен выльăх шучĕ чакмасть. Малашлăхри тĕллев - вĕсен хисепне ÿстересси. Пĕтĕм сыснасен хисепĕн 68 проценчĕ «Нюша» хуçалăхра.

Мăйракаллă шултра выльăх шучĕ «Арабоси» агрофирмăпа «Вăтам Энĕш» хуçалăхра ытларах. Çак вăхăт тĕлне Арапуçсен 582 пуç, пĕлтĕрхипе танлаштарсан 2 процент ÿснĕ, «Вăтам Энĕшсен» - 434 пуç, 13 процент ÿснĕ. Ĕне выльăх çитĕнтерес çĕрте рациона пĕлсе йĕркеленĕ, хушма апатсемпе, минераллă хутăшсемпе пĕлсе те анлăн усă кураççĕ. Çамрăк пăрусене сыхласа хăварассипе те аван ĕçлеççĕ. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессинче пур ĕçе те пĕлсе йĕркеленине пула ĕнтĕ «Вăтам Энĕш» хуçалăхра усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне чи нумай сĕт туса илеççĕ. Çак вăхăт тĕлне кунта усă куракан 100 гектар çĕр пуçне шутласан 304,1 центнер сĕт туса илнĕ. Усă куракан 100 гектар çĕр пуçне шутласан аш-какай туса илессипе «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики малтисен шутĕнче - 189,3 центнер. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан халăхран пухакан сĕт хакĕ те палăрмаллах ÿсрĕ. 1 килограмм сĕте 10 тенкĕпе сутаççĕ. Хуçалăхсенчен килĕшÿ тăрăх тата хаклăрах хакпа килсе пуçтарса каяççĕ. Сĕт сутакан ял хуçалăх предприятийĕсен малашлăх пурах. Çакна шута илсе те сăвакан ĕнесен хисепне татах та ÿстерме тăрăшмалла, çак ыйтăва кун йĕркинчи тĕп ыйту вырăнне хумалла. Мĕншĕн тесен выльăх-чĕрлĕх усраса сутсан çулталăк тăршшĕпех укçа-тенкĕ кĕрет. Ăратлă пушмак пăрусем туянакансемшĕн те патшалăх енчен пулăшу пур. Унпа вара мĕн май пур таран усă курмалла. Çакна шута илсе те выльăх-чĕрлĕх йышне ÿстерме пулать. Çавăн пекех ĕне выльăхсене халăхран та пуçтарма тăрăшмалла. Ку вара икĕ енĕшĕн те усăллă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика