АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçсем кал-кал пычĕç

23 декабря 2009 г.

Чăваш Ене малтисен ретне лекме пурăнмалли çурт-йĕр строительствин пысăк калăпăшлă тата эпир пурнăçлакан пурăнмалли çурт-йĕр строительствине патшалăх енчен хушма пулăшу памалли программăсем май пачĕç. Кăçал Республика кунĕ пирĕн районта иртнĕ май, пурăнмалли çурт-йĕр тăвас, юсас, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем хăпартас тĕлĕшпе ĕçсем кал-кал пычĕç.

Кăçалхи январь-ноябрь уйăхĕсенче пĕтĕм çăл куçсенчен 480,74 миллион тенкĕлĕх чи кирлĕ строительствăна укçа-тенкĕ хывнă. Çакă иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан 101,7 процентпа танлашать. Строительствăпа монтаж ĕçĕсем пурĕ 404,48 миллион тенкĕлĕх пурнăçланă. Ку иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан - 101,6 процент.

Поселокра «Илем» физкультурăпа спорт комплексне хута янă, чукун çул вокзалĕнче строительство ĕçĕсем пыраççĕ. Унсăр пуçне «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществи поселокра 24 хваттерлĕ çурт-йĕр хăпартассипе тĕллевлĕ ĕçлет. Унăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 1040 тăваткал метр шутланать. Кăçалхи 11 уйăхра пĕтĕм çăл куçри укçа-тенкĕпе 31365 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хăпартнă, ку иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан 95,8 процент.

«Вăрмар районĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсене капиталлă юсав ĕçĕсем тăвасси» районти адреслă программăпа килĕшÿллĕн нумай хваттерлĕ 42 çурт-йĕре юсамалла пулнă. Çавна май капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçлама 27,9 миллион тенкĕ уйăрнă. Çав шутран Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлас енĕпе ĕçлекен Фондран - 19, район бюджетĕнчен - 3, хваттер хуçисенчен 1,3 миллион тенкĕ. Асăннă ĕçсене пурнăçлама 9 подряд организацийĕпе килĕшÿ тунă. 2009 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕтĕм çурт-йĕре юсанă. 40 çуртăн çивиттине улăштарнă, 31 çуртăн умне çĕнетнĕ, 28 çуртра инженери сечĕсене юсанă.

Палăртса хăвармалла: 2007 çулта - 36850, 2008 çулта - 38882, 2009 çулта 38400 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хăпартнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика