23 декабря 2009 г.
Чăваш халăхĕ мĕн авалтанах Çĕнĕ çула кивçенсĕр кĕме тăрăшнă. Çак йăла-йĕркене вăл малашне те çирĕп тытса пыма тăрăшать. Мĕншĕн çак сăмаха тапратрăмăр-ха? Мĕншĕн тесен районта пурăнакан хăш-пĕр çынсем коммуналлă пулăшушăн укçа-тенкĕне вăхăтра тÿлесшĕн мар. Паянхи куна халăх «Урмарыводхоз» муниципаллă унитарлă предприяти умĕнче 700 пин тенке яхăн парăмра. Укçасăр нимĕнле ĕç-хĕле те тытăнма е вĕçлеме май килмест. Çавăнпа та халăх ăнланса усă курнă пулăшушăн предприяти умĕнчи парăма тÿлесе татаççех пулĕ тесе шутлатăп.
Тирпейлĕхпе тасалăх пирки те кăштах чарăнса тăрас килет. Районта 2009 çулта Республика кунĕ иртнĕ май чăннипех те тирпей-илем кÿчĕç, анчах çак тирпейлĕхе харпăр хăйĕнех тытса пымаллине халĕ те манас марччĕ. Харпăр хăй килĕсенчен тухакан каяшсене унта-кунта сапаласа пăрахни пĕрре те илем кÿмест, палăртнă вырăна кайса тăкмалла. Ачасене те экологи культурине мĕн пĕчĕкрен хăнăхтарса ÿстермелле. Ахальтен мар ĕнтĕ ЧР Президенчĕ Патшалăх Канашне янă Çырура çынсем таврари çутçанталăка мĕнлерех йышăннине тĕпренех тата татăклăн улăштармаллине палăртнă.