18 декабря 2009 г.
Тесе каласан чи малтан пуçа врач, милици, пушарник профессийĕсем пырса кĕреççĕ. Паян вара сăмах милици сотрудникĕсем, тĕрĕсрех каласан милицин участокри уполномоченнăйĕсен службин ĕçĕ-хĕлĕ çинчен, пырĕ. Унпа паллаштарма милицин участокри уполномоченнăйсен уйрăмĕн начальникĕнчен Анатолий Петрович ЯРАНОВРАН ыйтрăмăр:
Шалти ĕçсен органĕсен тытăмĕн тĕп сыпăкĕсенчен пĕри - милицин участокри уполномоченнăйĕсен служби тесе калас килет. Вĕсем халăхпа, общество пĕрлешĕвĕсемпе, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Вăрмар хула тата районти ял тăрăхĕсенче милицин участокри уполномоченнăйĕсен кашнин уйрăм пÿлĕмсем пур. Вĕсем вырăна кайса кирлĕ çынна вăхăтра пулăшу кÿреççĕ. Преступлени çулĕ çине тăма пултаракан çынсемпе уйрăмшарăн профилактикăлла калаçусем ирттереççĕ. Участокри уполномоченнăйсен ĕçĕ пĕрре те çăмăл мар, тепĕр чухне хăрушă та. Пурнăçра темĕн те килсе тухма пултарать, темле кăмăллă çын та тĕл пулать. Çавăнпа та вĕсен кирлĕ самантсенче пуринпе те пĕр чĕлхе тупма тивет. Участокра общество хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе тăвакан ĕç-хĕлĕн кăтартăвĕсене шута илсе вĕсене ĕç укçи çумне кăштах хушса тÿлессине те йĕркеленĕ. Участокри уполномоченнăйсем районта вуннăн, кашнине участоксем çирĕплетсе панă. Акă, тĕслĕхрен: Вăрмар хула тăрăхĕнче икĕ участок - 1-мĕшне Зарубин, Е.Степанова, Колхознăй, Ворошилов, Николаев, К.Маркс, М.Горький, Порфирьев, Крупская урамĕсем, çавăн пекех Энергетиксен урамĕнчи мăшăрлă енĕ, Промышленнăй урамран пуçласа Энергетиксен урамĕ таран, Вокзальнăй урамри 10-мĕш çурт таран, Заводская урамран Ленин урамĕ таран, Ленин урамĕнчен Октябрьски урамĕ таран, Мир урамĕнчен Ленин урамĕ таран, Механизаторсен, Чапаев, Некрасов урамĕсемпе тăкăрлăкĕсем тата Киров, Пасар тăкăрлăкĕсем, Ленин урамĕнчи мăшăрсăр çуртсем кĕреççĕ. Çак палăртнă участокра Анатолий Анатольевич Фирсов милици майорĕ ĕçлет.
2-мĕш участокпа Алексей Николаевич Софронов милици капитанĕ вăй хурать. Унта çак урамсем кĕреççĕ: Мичурин, Железнодорожниксен, Советски, Чкалов, Комсомольски, Чувашски, Пушкин, Александров, Новая, Молодежнăй, Энтузиастсен, К.Иванов, Садовăй, И. Яковлев, Промышленнăй (Энергетиксен урамĕ таран), Вокзальнăй (11 çуртран пуçласа), Ворошилов (9 çуртран пуçласа), Октябрьски ( автовокзалтан пуçласа 7-мĕш çурт таран), Заводская (Ленин урамĕнчен пуçласа), Мир (Ленин урамĕнчен пуçласа), Энергетиксен (мăшăрсăр енĕ), Ленин (мăшăрлă енĕ тата тăкăрлăкĕ) урамĕсем, çавăн пекех Свердлов, Çеçпĕл, Комаров, Гагарин, О.Кошевой урамĕсемпе тăкăрлăкĕсем, Больничнăй тата Школьнăй тăкăрлăксем.
Арапуç, Кĕтеснер ял тăрăхĕсемпе (13,14-мĕш административлă участоксем), - Виталий Гермогенович Мясников милицин аслă лейтенанчĕ. Арапуç, Çĕнĕ Кавал, Кĕтеснер ялĕсем.
Мăнçырма ял тăрăхĕпе (15) - Алексей Владимирович Яковлев милицин аслă лейтенанчĕ. Мăнçырма, Кивĕ Шулхан, Çĕнĕ Шулхан, Эçпепе (Кĕтеснер ял тăрăхĕ).
Шăхаль, Тикаш ял тăрăхĕсемпе (16 ,17) - Александр Петрович Архипов милици капитанĕ. Шăхаль, Кĕçĕн Шăхаль, Тикаш, Хĕрлĕçыр, Çĕнĕ Вĕренер ялĕсем.
Кĕлкеш, Чулкас ял тăрăхĕсемпе (8, 3) - Сергей Николаевич Васильев милици капитанĕ. Кĕлкеш, Тупах, Чĕкету, Çитмĕш, Чулкас, Анаткас, Кивĕ Мăнтăр, Ямпай ялĕсем.
Пинер, Аслă Чак ял тăрăхĕсем (9, 10) - Геннадий Иванович Григорьев милици майорĕ. Пинер, Вăтакас, Çĕнĕ Кинчер, Çÿлти Кинчер, Аслă Чак, Кĕçĕн Чак, Çĕнĕ Мăнтăр, Атнаш ялĕсем.
Пысăк Енккасси, Энтрияль ял тăрăхĕсемпе (11,12) - Александр Николаевич Константинов милици лейтенанчĕ. Пысăк Енккасси, Карăкçырма, Урнар, Саруй, Энтрияль, Уйкас, Шутнерпуç, Шăплат, Пăртас ялĕсем.
Кивĕ Вăрмар, Кавал ял тăрăхĕсемпе (4, 5) - Евгений Васильевич Евдокимов милици майорĕ. Кивĕ Вăрмар, Кавал, Пăвакасси, Çиçтĕпе, Кивĕ Вĕренер, Чăрăшçырма ялĕсем.
Чупай, Энĕшпуç ял тăрăхĕсемпе (6, 7) - Николай Владимирович Иванов милици майорĕ. Чупай, Патти, Энĕшпуç, Хуруй, Атайкасси ялĕсем.
Хăвăрах куратăр ĕнтĕ, çирĕплетнĕ административлă участоксем çителĕклех, ялĕсем те сахалах мар. Кашни яла, тепĕр чухне кашни киле çитмелле, хут ĕçĕсене те вăхăтра пурнăçламалла. Çавăнпа та милицин участокри уполномоченнăйĕсемпе пĕрле территорири хăй тытăмлăх органĕсен тата общество пĕрлешĕвĕсен, граждансен тухăçлă хутшăнса ĕçлемелле, пулăшса пымалла. Пĕрле ĕçлесен тин преступленисен шучĕ чакĕ.