АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шурă Шура аппа

18 декабря 2009 г.

Çапла чĕнеттĕмĕр юратса та, çав вăхăтра хăраса та эпир, шкулта вĕренекен ача-пăчасем, Энĕшпуç ялĕнче фельдшерта ĕçлекен Александра Ларионовнана. Шур халатне аякранах асăрхаттăмăр та, каллех пире тĕрĕслеме килнине сиссе, хамăра часрах тирпейлеме тытăнаттăмăр.

Вăл вăхăтра кашни эрнере тенĕ пекех шкула фельдшер пыратчĕ, ачасен сывлăхне тĕрĕслетчĕ, унсăр пуçне тата мĕнле кăна чиртен йĕплемен-ши пире Александра Ларионовна (çав укол йĕппинчен хăранă та ĕнтĕ эпир). Тирпейлĕ пулма та хистенĕ вăл пире. Ăна курсанах: сăмса тутри пур-ши, çухава таса-ши, галстук яка-ши, пит-куç таса-ши, тесе пăлханса ÿкеттĕмĕр те йĕркене кĕме тăрăшаттăмăр. Мĕн чухлĕ пулă çăвĕ, пÿсĕртен тата ытти чир-чĕртен эмел хыптарман-ши пире Александра Ларионовна. Айвансем эпир, ĕçесшĕн те пулман, улталама тăрăшаттăмăр. Анчах кăлăхахчĕ, улталама май килместчĕ, пурпĕрех пире йăпатса ĕçтеретчĕ. «Сывлăхлă пулăр, ан чирлĕр, хытă чупăр», - тетчĕ вăл. Шура аппан çÿçĕ те шуралчĕ ĕнтĕ, хăй те ноябрь уйăхĕнче 85 çул тултарчĕ. Пянхи кун та вăл ял çинче хисеплĕрен те хисеплĕ çын.

Александра Ларионовна Федорова (Ларионова) Вăрмар районĕнчи Кивĕ Вĕренер ялĕнче 1924-мĕш çулта çуралнă. Кавалти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Çĕрпÿри фельдшер шкулĕнче 2 çул çурă пĕлÿ пухнă, унтан Вăрмарти сывлăх пайĕнче эпидемиологăн пулăшаканĕ пулса ĕçленĕ. 1943 çулта çамрăк хĕре Энĕшпуçĕнчи тин çеç уçăлнă фельдшер пункчĕн заведующине лартаççĕ. Çак тилхепене вара вăл 1983-мĕш çулччен (40 çул ытла) тытса пынă. «Ялĕ пысăкчĕ, 800 ытла кил, ĕçлесе ĕлкĕрме питĕ йывăрччĕ, эпир вара пурĕ те виççĕн кăначчĕ. Ун чухне васкавлă пулăшу пулман пирки пушшех те кансĕрччĕ. Ача çуратакан хĕрарăмсем нумайччĕ. Вĕсене лашапа та, тракторпа та, е машинăпа (вĕсем питĕ сахалччĕ), поездсене чарса лартни те пулнă, чылайăшне килтех çураттарнă. Вăрçăран аманса таврăннă çынсене те пирĕнех ура çине тăратмаллаччĕ. Шкулта вĕренекенсем 700-800 ача ытла та пулнă. Вĕсен сывлăхне те пирĕнех пăхса тăмаллаччĕ, пĕрремĕш пулăшу парасси те пирĕн тивĕçех пулнă.

Пĕр вăхăтра куç чирĕ (трахома) питĕ вăйланса кайнăччĕ, чирлисем нумайччĕ, килĕрен киле çÿресе куç эмелĕпе сиплеттĕмĕр. Мĕн каласси ĕнтĕ, ун чухне медицина аталанăвĕ хальхи пек пулман. Шатра чирĕ те час-часах тĕл пулатчĕ, ÿпке чирĕпе аптракансем йышлăччĕ. Пурне те вăхăтра пулăшу парас тесе тăрăшнă, вăхăт пур-и, çук-и - ун çинчен сăмах та пулман, каçхине-и, кăнтăрла-и, çĕрле-и - кирек хăш вăхăтра та пулăшу пама хатĕр пулмалла пулнă пирĕн, медицина ĕçченĕсен», - тет Александра Ларионовна иртнине аса илнĕ май. Вăл мăшăрĕпе, Николай Федорович Федоровпа («Авангард» колхоз инженерĕ пулнă), 4 ывăл çитĕнтернĕ, виççĕшĕ аслă пĕлÿ илнĕ, пĕри техникум вĕренсе пĕтернĕ. Шел пулин те, мăшăрĕ 1987 çултах пурнăçран уйрăлса кайрĕ, Евгений ывăлĕ те 2002 çулта сарăмсăр çĕре кĕчĕ. Мĕн чухлĕ куççуль юхмарĕ пулĕ Шура аппан - хăй пĕлет те, Турă пĕлет темелле пулĕ кун пек чухне. «Халĕ манăн 9 мăнук, мăнукăн ачисем виççĕн, ывăлăмсем - Валерипе Ваçук тата кинсем - пурте маншăн питĕ лайăх, халăх çинче каланă пек - «ылтăн». Вĕсем мана пурнăç çине савăк куçсемпе пăхма пулăшаççĕ. Куллен килти ĕçсемпе тĕрмешетĕп, выльăхсем те мана йăпатаççĕ», - тет пурнăç тути-масине самаях туйма ĕлкĕрнĕскер. 85 çул ытла çут тĕнчере пурăннă çынран пирĕн, çамрăксен, вĕренмелли нумай. Нихăçан та усал çынсемпе хутшăнман, ĕçкĕпе аташман, ырă мар ĕçсене ырламан, çын сăмаххи хыççăн пĕтĕмлетÿ туман, кăмăлĕпе çирĕп çын Шура аппа. Йăмăкпа иксĕмĕршĕн, аттепе анне пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă хыççăн, анне вырăннех пулса ăс вĕрентсе пынăшăн çĕре çити пуç тайса тав тăватпăр. Ĕмĕрех пурăн, Шура аппа!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика