12 декабря 2009 г.
Ачасен Вăрмарти ÿнер шкулĕнче музыка уйрăмĕн хор класĕнче вĕренекенсем «Анне - хаклă сăмах» концертпа хăйсен амăшĕсене, асламăшĕ - кукамăшĕсене саламларĕç. Программăн пĕрремĕш пайĕ пĕтĕмпех вĕсене халалланă юрăсенчен тăчĕ. Ачасем вĕсене пысăк хавхаланупа шăрантарчĕç, шкулта ăша хывнă вокал пултарулăхне туллин уçса пачĕç. «Аве, Мария» юррăн тасалăхĕ пурне те чунран пырса тивсе татах та çутăрах чун-чĕреллĕ пулма хистерĕ пулĕ.
Концертăн иккĕмĕш пайĕ конкурссемпе вăйăсенчен, сценкăсенчен тăчĕ. «Ачасем мĕнле çуралаççĕ;», «Тăлмачăсем» вăйă-конкурссене ачасем те, амăшĕсем те хаваспах хутшăнчĕç. Çавăн пекех «Амăшĕпе ачи» электронлă курав та аслисемпе кĕçĕннисене малашне пĕр-пĕрне лайăхрах ăнланма ахăртнех чылай пулăшу пачĕ. Çак уява Т.Гаврилова преподавательпе пĕрле С.Васильева концертмейстер, Е.Ефимовпа И.Филиппов преподавательсем йĕркелерĕç.