АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илем ăсти

12 декабря 2009 г.

Илем ăсти

Вăрмарти тĕп библиотекăра «Чечексен фантазийĕ» клуб йĕркелесе янăранпа декабрь пуçламăшĕнче тăватă çул çитрĕ. Клуб поселокра пурăнакан чечек ăстисене, чечеке юратакансене пĕрлештерсе тăрать. Унта тĕрлĕ çĕрте ĕçлекенсем, пенсионерсем, кил хуçи хĕрарăмĕсем пур кăмăлтан çÿреççĕ. Икĕ уйăхра пĕрре пухăнса клуб членĕсем ятарлă кĕнекесемпе, хаçат-журналсемпе, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашаççĕ, чечексем улăштараççĕ, сутаççĕ. Чечек ăстисем патĕнче килĕнче пулаççĕ.

Кăçал сентябрьте Анаткас ялĕнче пурăнакан Г.Егорова патĕнче пулса пахчари, пÿлĕмри чечексемпе киленчĕç. Поселокра пурăнакан Ю.Петрова, В.Николаев патĕнче вара çулталăкра икĕ-виçĕ хутчен те пулаççĕ.

Нумай пулмасть чечек ăстисем клубăн черетлĕ ларăвне пуçтарăнчĕç. Малтанах «Чечексен ташши» кĕнекесен куравĕпе паллашрĕç. Ятарласа çак темăпа илсе тăракан «Чечек», «Ман юратнă чечексем», «Чечексем тавра», «Килти чечексем», «Чечексен планети» журналсен çĕнĕ номерĕсене тишкерсе тухрĕç. Ун хыççăн сакăр çын поселокра пурăнакан В.Николаев чечек ăсти патне çул тытрĕç. Кунта вара курса тĕлĕнмелли кашнинчех нумай. Тÿпене çитекен монстера та, инжир, лавр, кофе, мирт, лимон йывăççисем, антуриум, сансевьера, гортензия, цикломен... - çĕр ытла чечек илем кÿрет çĕнĕ çурта. Тăрăшмасăр, вăй хумасăр пулмасть çакăн пек парка та илемлĕ чечексем ÿстересси. Тăрăшса пăхнипе «симĕс туссем» пĕрмай илемлĕ чечексемпе савăнтараççĕ. Тĕрлĕ сортлă лимон йывăçĕсем вуншар-вуншар çимĕçĕсене парнелеççĕ. Кăçал Вениамин Вячеславович инжир, кофе йывăçĕсен çимĕçне кĕтет. Çак илеме курсан кĕске вăхăт хушшинче хытнă чунсем те çемçелеççĕ, урамри хĕвелсĕр кун та, чашлаттарса çăвакан çумăр та кăмăла пăсаймасть. Çулталăк тăршшĕпех Николаевсен килĕнче симĕс сад.

Çурма путваллă хăпартнă капăр çуртăн пĕрремĕш хутĕнче хĕл каçма илсе кĕнĕ вунă тĕрлĕ ытла хризантемăсем чечек çураççĕ. Хĕллехи сивĕсенче чечек çурма кăмăллакан марелис, тĕрлĕ-тĕрлĕ цикломенсем упранаççĕ. Уйрăм пÿлĕмре фиалкăсен ушкăнĕ - вĕсем кунта çĕр штукран та иртеççĕ. Вĕсене чечек ăсти кĕркуннерен пуçласа çуркуннечченех çутă çутса ÿсме, чечек çурма пулăшать. Вениамин Вячеславович чечек ăсти çеç мар - сад, хурт-хăмăр ăсти те. Сад пахчинчи чаплă сортлă вуншар улмуççи, груша, черешня, виноград, барбарис, курил чейĕ, сарă хăмла çырли çулсерен çимĕçĕсемпе савăнтараççĕ. Хăнасем килсен яланах сĕтел тулли тĕрлĕ тĕслĕ салат, улма-çырла, пылĕ, сĕткенĕ. Хĕлле те алă усса лармасть илем ăсти, час-часах библиотекăна кĕрсе тухать, çĕнĕ кĕнекесемпе, журналсемпе интересленет. Çуркунне валли вăрлăх хатĕрлет, çĕнĕ сортсем туянать, библиотекăра чечек куравĕсем хатĕрлесе чечек сутать.

«Чечек фантазийĕ» клубăн кашни ларăвне çÿрет В.Николаев, хăйĕн опычĕпе паллаштарать, кăсăклантаракан кашни ыйту çине туллин хуравлать, сĕнÿсем парать. Малашне те унăн ĕçĕсем ăнса пыччăр, çитĕнтернĕ ÿсен-тăранĕсем нумай-нумай çынна илемĕпе савăнтарччăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика