12 декабря 2009 г.
Çут çанталăкăн хăйĕн саккунĕ, вăл никама та пăхăнмасть. Паян çил-тăман алхасать, ыран çумăр чашлаттарса çăвать, тепĕр кунне шартлама сивĕ те пулма пултарать. Çавăнпа та çул-йĕр çинче пурин те асăрхануллă пулмалла. Автоçулсем пăрлакланса çынсемшĕн хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Ку вара çуран çÿрекенсене те, водительсене те тÿрремĕнех пырса тивет. Уйрăммăнах руль умне эрех ĕçсе ларакансем тимсĕрлĕхе çухатса çул-йĕр правилисене пăсаççĕ. Кун йышшисем хăйсен пурнăçне те татма пултараççĕ. Асăрхануллă пулмалли пирки ГИБДД уйрăмĕн сотрудникĕсем тăтăшах аса илтерсех тăраççĕ пулин те, çил «хăваласа» çÿрекенсем тупăнсах тăраççĕ. Çул-йĕр çинче сахалтарах инкек пултăр тесе тата ытти сăлтавсене пула та декабрь уйăхĕнче «Пешеходный переход», «Автобус», «Ачасем», «Чукун çул переезчĕ», «Должник» операцисем ирттерме палăртнă.