12 декабря 2009 г.
Кĕрхи çар призывĕ вĕçленсе пырать. Çак хушăра Вăрмар тата Куславкка районĕсен çар ĕç комиссариатĕнче вăй хуракансем мĕнле çĕнĕлĕхсемпе, тен, йывăрлăхсемпе тĕл пулма килчĕ? Çакăн пирки Республикăри çар ĕç комиссариачĕн муниципаллă пĕрлĕх тытăмĕн пай начальникĕ М.Пуклаков каласа парать.
Кĕрхи призыв планпа палăртнă пекех иртсе пырать. Октябрĕн 26-мĕшĕнче çара пĕрремĕш 10 çамрăка ăсатрăмăр. Вĕсен «алли» çăмăл пулчĕ пулмалла - нимĕнле кăлтăксем те сиксе тухмарĕç. Декабрĕн 10-мĕшĕ тĕлне 110 çын çар ретне тăчĕ, вĕсенчен 12-шĕ аслă пĕлÿллĕ, çурри ытла «В» тата «С» категориллĕ водитель правине илнĕ. Вăрмар районĕнчен пуçласа РФ Президенчĕн полкне пĕр çамрăка ăсатрăмăр, 6-шĕ сывлăш-çар десант чаçĕсене лекрĕç. Салтак атти тăхăнакансенчен ытларахăшĕ - мотострелоксем. Тинĕс-çар флотне республикипе те 20 çамрăка кăна илчĕç. Чикĕ хуралĕнче халĕ ытларах контракт йĕркипе хураллакансем тăнăран, федераллă хăрушсăрлăх службинчен те (ФСБ) çынсем кирлине пĕлтермерĕç. Географи тĕлĕшĕнчен илес пулсассăн, пирĕн призывниксем çĕршывăн пур кĕтĕсĕсене те - Çурçĕр Кавказсăр пуçне - саланчĕç. Çак уйрăм асăннă региона контракт çырнă çар çыннисене кăна яраççĕ.
Планпа пăхнă тăрăх, призывниксен юлашки ушкăнне декабрĕн 23-мĕшĕнче ăсатăпăр. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕсене чĕнсе каласшăн: ачăрсене çанталăк ыйтнă пек тăхăнтарса ярăр. Çÿхе тумтир тăхăннине пула хăшĕ-пĕрисем чирленĕ тĕслĕхсем те пулчĕç, çавăн пирки çар çыннисене пухакан Канашри пунктра çывăх çыннисене те вĕсемпе курнăçтармарĕç. Çакна та шута илĕр: ачăрсем килтен тăхăнса каякан япаласене те каялла тавăрса памаççĕ.
Кăçал пуçласа пĕр кунтах 30 çамрăка Канаш хулине ăсатрăмăр. Кун пек пысăк ушкăн кăларса яни сайра пулать, анчах ку хутĕнче те пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулчĕ.
Уйрăмах призыва йĕркелесе пырас енĕпе 1-мĕш пай начальникĕ В.Николаев тата унăн çумĕ Е.Антонова лайăх ĕçленине палăртас килет. Кирлĕ документацие вăхăтра тата кăлтăксăр хатĕрленипе те пăтăрмахсем сиксе тухмаççĕ. Вăрмарти автотранспорт предприятийĕ вăхăтра транспорт уйăрнипе призывниксене вăхăтра çитеретпĕр.
Тепĕр ыйту çинче уйрăммăн чарăнса тăрас килет. Ятарлă професси илнĕ çынна пур çĕрте те çăмăлрах, çарта та çаплах вăл. Çавăнпа та салтака кайма çул çитсе пыракан çамрăксене çакăн пирки тĕплĕнрех шухăшлама ыйтасшăн. Вăрмар тата Куславкка районĕсен çар ĕç комиссариачĕ Вăрмарти автошкулта вĕренме çамрăксен ушкăнне пухать. Май пур чухне алла водитель правине илсе çара специалист пулсах каясчĕ.