АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Росгосстрах - шанчăклă партнер

12 декабря 2009 г.

Росгосстрах - шанчăклă партнер

Хĕллехи вăхăтра пурăнмалли çурт-йĕр тата ытти хуралтăсем тĕрлĕ сăлтавсене пула çунса кĕлленнĕ е вăрă-хурахсем çаратса тухса кайнă тĕслĕхсем пирĕн тăрăхра сахал мар. Кун пек «кĕтмен хăнасем» килти хăтлăха, ăш пиллĕхе пĕтĕмпех тĕп тăваççĕ. Килти пурлăха илсе тухса кайнипе çырлахсан çеç юрĕччĕ, вĕсем вут чĕртсе яма та пултараççĕ. «Вăрă пурлăха çаратать пулсан, вут-çулăм вара пĕтĕмпех кĕл тăвать», - тесе ахальтен каламан ватăсем. Пушар тĕрлĕ сăлтавсене пула (кил-çуртри, мунчари кăмака юрăхсăррине, электропровод кивелнине пула) тухма пултарать. Çут çанталăкри тĕрлĕ пулăмсем - калăпăр вăйлă çил-тăвăл, шыв юххи тата ытти те - çурт-йĕре чылай сиен кÿреççĕ. Çавăнпа та пĕртен-пĕр шанăç çурт-йĕре, пурлăха вăхăтра страхласси пулса тăрать. «Росгосстрах» компанин Чăваш Енри филиалĕн Вăрмарти страхлакан уйрăмĕн начальникĕ Ирина Михайловна Алексеева палăртнă тăрăх, хальхи вăхăтра çурт-йĕре страхласси - чи пĕлтерĕшли.

- Ирина Михайловна, экономикăри лару-тăрăва пăхмасăрах уйрăм çынсем çурт-йĕре, хваттерсене страхласси ÿсет. Ку е вăл çын йывăрлăха кĕрсе ÿкрĕ пулсан, страховка укçине вăхăтра парĕç-и?

- Хăйсен кил-çурчĕшĕн тăрăшакансем пирĕн районта сахал мар. Çурт-йĕре, хваттере страхлакан çын хăйне тĕрлĕ инкек-синкекрен хÿтĕлет. Хамăр енчен вара вĕсемпе шанчăклă килĕшÿ тăватпăр. «Росгосстрах» компанин Чăваш Енри филиалĕ çулсерен декабрь - март уйăхĕсенче «Çурт-йĕре хĕллехи вăхăтра страхласси» ятпа акци ирттерет. Унпа килĕшÿллĕн çăмăллăхлă майпа çурт-йĕре, хуралтăсене, шал енчен капăрлатнă япаласене, инженери оборудованисене, килти пурлăха, гражданла яваплăха страхлама пулать. Хĕллехи вăхăтра яллă вырăнсенче çурт-йĕре тата хуралтăсене страхласси ÿсет. Паянхи куна илес пулсан - 5480 кил хуçи çак ĕçе пурнăçланă та.

Уйрăм çын хваттере, çурт-йĕре тата унта мĕн пуррине пĕтĕмпех, унсăр пуçне хăрушлăх кăларма пултаракан пĕр-пĕр объекта кăна страхлама пултарать. Çакă Росгосстрах Хваттер «Престиж» тата «Актив» страхлакан тĕссене тÿрремĕнех пырса тивет. Росгосстрах Хваттер «Престиж» тĕспе элита çуртсене страхлама пулать. Хваттерсене акци вăхăтĕнче страхлани укçа-тенкĕне чылай перекетлеме май парать. 2009 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2010 çулхи мартăн 31-мĕшĕ таран пурăнмалли çурт-йĕре, хуралтăсене, коттеджсене 10 процентлă çăмăллăхлă майпа страхлама пулать. Укçа-тенкĕне тÿрремĕнех тÿлеймесен, ăна çулталăкра 4 хутчен пайăн-пайăн тÿлеме пулать.

Ялсенче инфратытăм аталанса пынă май, çĕнĕ капмар çурт-йĕрсем те хăпараççĕ. Çавăнпа та вĕсене тĕрлĕ инкек-синкекрен сыхлама тăрăшмалла. Тĕрлĕ сăлтавсене пула пĕр сехетре пĕтĕм пурлăха никамăн та пĕтерес килмест паллах. Статистика палăртнă тăрăх, хĕллехи вăхăтра уйрăм кил-çуртсенче пушар тухас хăрушлăх ÿсет. Пирĕн патĕнче страхланă, пушара пула инкек тÿснĕ 20 çынна укçа-тенкĕ пĕтĕмпех тÿленĕ. Вĕсенчен В.Васильев (Пинер ялĕ), А.Ямщиков (Çĕнĕ Мăнтăр), А.Порфирьев (Çĕнĕ Вĕренер), М.Ларионов (Çитмĕш) тата ыттисем те страховка укçине вăхăтра тÿленĕшĕн (эпир ăна 5 кун хушшинче тÿлесе татма тăрăшатпăр) пирĕн страхлакан уйрăма тав сăмахĕсем калаççĕ. Ку пире ĕçре малалла та клиентсемшĕн тăрăшма хавхалантарать. Вĕсем пире шанни - пирĕн ĕç ÿсĕмĕ.

- Страхованин миçе тĕсĕпе страхлатăр эсир клиентсене?

- Хальхи вăхăтра эпир районта 20 яхăн тĕрлĕ страховани тĕсĕсемпе (кунта çурт-йĕре, пурлăха, выльăх-чĕрлĕхе, тĕрлĕ инкек тÿснисене страхласси тата ытти те кĕрет) ĕçлетпĕр.

Юлашки çулсенче уйрăм кил хуçалăхĕнче пурăнакансем выльăх-чĕрлĕхпе инкек тÿснисем те сахал мар. Уйрăмах мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх кĕтĕве тухсан е кĕрхи вăхăтра кÿпĕннĕ тĕслĕхсене чылай курма пулать. Унсăр пуçне вĕсем ытти тĕрлĕ чирсемпе те инкек тÿсеççĕ. Тĕрлĕ сăлтавсене пула кăçал 59 ĕне вилнĕ. Выльăх-чĕрлĕхе пирĕн патĕнче страхланă пур кил хуçисене те эпир страховка укçи вăхăтра тÿлерĕмĕр. Çапла майпа вĕсем çав укçапа çĕнĕрен выльăх туянма пултараççĕ. Акă выльăх-чĕрлĕхпе инкек тÿснĕ О.Леонтьева, В.Ефимов (Саруй ялĕ), О.Нарсов (Тикаш), М.Артюков (Кавал), В.Толматов (Кивĕ Вăрмар), Л.Моисеева (Чупай), В.Матвеев (Тупах), Г.Гурьев (Вăрмар поселокĕ) тата ытти клиентсем те страховка укçине вăхăтра илнĕшĕн тав тăваççĕ.

Юлашки çулсенче районти ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе, хресчен (фермер) хуçалăхĕсемпе ку тĕлĕшпе лайăх ĕçлетпĕр.

Çакна палăртмалла: кăçалхи декабрĕн 31-мĕшĕччен «Шкул ачисем», «Фортуна «Семья», «Ачасем», «Классика» тĕссемпе страхлама ятарлă акци пырать. Вĕсемпе 20 процент çăмăллăхлă майпа страхлама пулать. Çак вăхăтра пирĕн клиентсенчен чылайăшĕ çак тĕссемпе страхласа юлма тăрăшрĕç.

- Транспорт хуçисен обязательнăй майпа страхланин гражданла яваплăхĕпе (ОСАГО) миçе автомашина хуçине страхланă?

- Ку енĕпе 2500 килĕшÿ тунă. Инкек тÿснĕ 63 автомашина хуçине страховка укçи тÿленĕ. Транспорт хуçисен обязательнăй майпа страхланин гражданла яваплăхĕпе пирĕн страхлакан уйрăм малтисен ретĕнче. Эпир ку енĕпе страхланисĕр пуçне автомашинăсене ирĕклĕ майпа (КАСКО) та страхлатпăр. Çакă вара автомашина хуçине тĕрлĕ инкек-синкекрен сыхлать. Ку тĕспе страхлакан клиентсем те пирĕн çулран-çул нумайлансах пыраççĕ.

- Çыншăн чи хакли вăл - пурнăç. Çыннăн пурнăçне страхлассипе мĕнлерех ĕçлетĕр?

- «Росгосстрах -Жизнь» страховани тĕсĕпе ватти-вĕтти хăйĕн пурнăçне тĕрлĕ инкек-синкекрен страхлама пултарать. Пирĕн районта «Росгосстрах-Жизнь» программăпа 330 çын хăйĕн пурнăçне страхланă. Вĕсен шутĕнче çамрăк ачасем, аслă ăрури çынсем, тивĕçлĕ канăва тухнисем, предпринимательсем тата ыттисем те. Çакă страхованин çĕнĕ тĕсĕ шутланать.

Пирĕн патăрта страхланнă, анчах тĕрлĕ инкек тÿснĕ 85 çынна страховка укçи тÿленĕ. Пирĕн агентсем вара граждансен ыйтăвĕсене тивĕçтерме яланах хатĕр.

- Ÿсĕм çулĕпе пырасси страхлакан агентсен ĕçĕнчен нумай килет. Ку енĕпе мĕнлерех ĕçсем пыраççĕ сирĕн?

- Туслăхра - вăй, çитĕнÿ. Пирĕн патăрта вăй хуракан агентсем поселок тата ял халăхĕн ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Вĕсем ял-йыш хисепĕнче. Сăмахран, Л.Митрофанова, Е.Михайлова, И.Мишина, Г.Алексеева, М.Платонова, Т.Алексеева, Л.Александрова, Т.Андреева, В.Потянова, В.Иванова, А.Иванова тата ытти агентсем клиентсемпе яланах ăш-пиллĕ те тараватлă. Штатра тăракан М.Михайлова, Л.Яковлева, Л.Скворцова хăйсен ĕçне пысăк пахалăхпа пурнăçлаççĕ. Вĕсене манăн пурне те тав сăмахĕ калас килет.

Пĕтĕмĕшле каласан, страхлакансене тивĕçтерекен малта пыракан стандартсене пурнăçа анлăн кĕртсе пыма тăрăшатпăр. Партнерсемпе чылай çул алла-аллăн тытăнса ĕçлени тĕп фактор пулса тăрать. Хамăр маркăна республика шайĕнче çÿллĕ шайра тытма тăрăшатпăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика