12 декабря 2009 г.
Кĕркуннехи çанталăкăн кăмăлĕ çав тери вылянчăк. Паян çумăр çăвать, ыран шăнтса ярать те пĕр самантрах шыв-шура пăрпа витет. Пăрĕ çав тери çÿхе те ултавлă тата. Анчах çакă темшĕн никама та шиклентермест, çавăнпа та аслисем каланине пăхмасăрах ача-пăча пăр çине васкать. Юрать-ха çав вăхăтра пĕри те инкеке лекмеççĕ. Анчах та пур чухне те ун пек пулмасть-çке! Çапла, пĕррехинче, çула кĕскетес шухăшпа Пысăк Енккассинчи вăтам шкулти 9-мĕш класра вĕренекен Видади Анатольев пăрланнă пĕвепе каçма шутлать. Çанталăк ăшăрах тăнипе пăрĕ ăна чăтаймасть, çурăлса каять, вăл шыва кĕрсе ÿкет. Çакна курсан 10-мĕш класри Иван Львов тÿрех юлташне пулăшма васкать. Хăрушсăрлăх техникине пăхăнса путакан Видадине шывран туртса кăларать, çухалса каймасăр ачана вилĕмрен çăлса хăварать. Çакăн евĕр лару-тăрăва лексен пирĕнтен чылайăшĕ шикленсе ÿкет, анчах Ваня нимĕнле паттăрлăх çинчен шутламасăр тепĕр çын пурнăçне сыхласа хăварать. Пирĕн хушăра Ваня Львов евĕр ачасем пурри пире савăнтарать, мĕншĕн тесен кирек мĕнле йывăрлăха та вăл çĕнтерме пултарать. Пирĕн, ачасен, яланах ваттисем «тавра каян пуйса килнĕ, тÿртен каякан вилсе килнĕ», - тесе каланине асра тытмалла. Тимлĕхпе асăрханулăх хамăртан чылай килет.
Карăкçырмари Павловсен çемйи И.Львова хăйсен çывăх çыннине çăлса хăварнăшăн чĕререн тав тăвать.