АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх сасси картара ан иксĕлтĕр

12 декабря 2009 г.

Ял хуçалăхĕнче акса-лартса тумалли ĕçсем кĕрлĕ-çурлă пулса пыраççĕ пулсан, ветеринари работникĕсен вара кашни кун тенĕ пекех хĕрÿ ĕç. Ялта пурăнакансенчен нумайăшĕ выльăх-чĕрлĕх усрать. Вĕсене тăрантармалла кăна мар, вăхăт-вăхăтпа тĕрлĕ чир-чĕртен те сыватмалла. Ку енĕпе районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци специалисчĕсем пулăшса пыраççĕ. Çак ĕçсем районта мĕнлерех шайра пынипе кунти врач-эпизоотолог Татьяна Валерьевна ПРОКОПЬЕВА паллаштарать.

Районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцире кăçал планпа палăртнă ĕçсене вĕçлесе пыратпăр ĕнтĕ. 2009 çул пуçламăшĕнчен паянхи куна халăхăн 9767 пуç мăйракаллă шултра выльăха, 149 лашана, 12541 пуç сурăх-качакана çĕпĕр язви чирĕнчен прививка тунă. Республикăра, çавăн пекех пирĕн районта та уртаракан чир ернĕ тĕслĕхсем пулнине кура тăтăшах халăх хушшинче пулса çак чир лекесрен асăрхаттарса профилактикăлла калаçусем ирттеретпĕр, кирлĕ пулсан кушаксемпе йытăсене, ĕнесемпе сурăхсене çак чиртен прививкăсем тăватпăр. Гельминтоз, фасциолез, маниезиоз, диктиокаулез, гиподерматоза (тир айĕнчи пукра) тата ытти чирсене хирĕç прививка тăвас ĕç вĕçленнĕ. Ытти регионсенче сыснасен африка чуми сарăлнине кура пирĕн республика территоийĕнчи сыснасене те çак чире хирĕç прививкăсем тăватпăр. Паянхи куна 8561 пуçа вакцинаци тунă. Çавăнпа та сыснасене чĕрĕлле е аш-какайне сутас пулсан чи малтан ветеринарсене кăтартса ветеринарипе санитари экспертизине ирттермелле. Кĕркуннепе çуркунне халăхăн мăйракаллă шултра выльăхăн лейкоз чирĕ пуррипе çуккине тĕрĕслес тĕллевпе юн илеççĕ. Кашни выльăх хуçин çак вăхăтра питĕ яваплă пулмалла, вăхăт тупса ĕнене юн илме илсе пымалла, мĕншĕн тесен лейкоз ерекен инфекциллĕ чир. Вăл ытларах юнран, сĕтрен теприн çине куçать. 2009 çулта ял хуçалăх предприятийĕсемпе халăх ĕнисене 4147 пуç тĕрĕсленĕ. Бруцеллез чирĕнчен асăрханса сурăх-качакасенчен те юн илсе тĕрĕслетпĕр. Кунсăр пуçне ветеринари специалисчĕсем выльăхсем чирлесе ÿксен киле те кайса сыватаççĕ, ĕçлекен вырăна та илсе килме пулать. Пĕр-пĕр чир пуррине туйсан мĕнле сиплемеллине каласа ăнлантараççĕ, кирлĕ эмелсем сĕнеççĕ. Аслă пĕлÿллĕ специалистсем хăйсен ĕçне лайăх пĕлеççĕ, вĕсене шанма пулать. Врачсен тепĕр чухне канмалли кунсенче те, уявсенче те ĕçе кайма тивет. Эпир районта выльăх шучĕ ан чактăр тесе тăрăшатпăр.

Кашни çуркуннепе кĕркунне выльăх масарĕсенче пулса тĕрĕслетпĕр, районта вĕсем 32. Паянхи куна кунта вилнĕ выльăхсене пытарма чарнă. Вĕсене Çĕрпÿри ветеринарипе санитарин утилизаци заводне илсе каймалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика