АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕнекесене тавăрса пама васкăр!

09 декабря 2009 г.

Районти тĕп библиотекăна поселокри çынсем йышлăн çÿреççĕ, хаçат-журналсемпе, тĕрлĕрен информаципе усă курма пултараççĕ, мĕншĕн тесен библиотекăра 40 пине яхăн тĕрлĕрен литература. Кунта кĕнекесемпе хаçат-журнал анчах мар, магнитлă, электронлă хатĕрсем çинче те информаци нумай.

Паянхи куна пирĕн патне 4 пине яхăн вулакан çÿрет. Çак йышран ытларахăшĕ çамрăксем. Вĕсем, паллах, вĕренÿре кирлĕ литературăпа усă кураççĕ, шкул ачисем тĕрлĕ уроксем валли электронлă презентацисем хатĕрлеççĕ. Вăтам çулхисем йышĕнчи вулакансем - вĕсенчен ытларахăшĕ хĕрарăмсем - пурнăçпа телей, юрату çинчен çырнă романсем вулаççĕ. «Тăван Атăл», «Ялав» журналсем вĕсемшĕн пĕрре те ют мар. Арçынсем вара ытларах детектив жанрĕпе çырнă кĕнекесемпе, «За рулем», «Радио», «Приусадебное хозяйство», «Воин России» тата ытти журналсемпе кăсăкланаççĕ. Çамрăк хĕрарăм-вулакансем ытларах ятарлă хĕрарăм журналĕсене килĕштереççĕ: «Крестьянка», «Бурда», «Домашний очаг», «Домашняя энциклопедия», «Лиза». Аслăрах çултисем ĕлĕкхи пурнăç, хальхи политиксем çинчен тата чăваш çыравçисен çĕнĕ кĕнекисене кăмăллаççĕ. Кунне миçе çын кĕрсе тухмасть-ши библиотекăна;

Анчах та хăш-пĕрисем пĕрре килеççĕ те, хăйсем кĕнеке илнине мансах каяççĕ, темиçе çул хушши килте тытса усраççĕ. Кун пек вулакансем патне телефонпа та шăнкăравлатпăр, аса илтеретпĕр, çапах вĕсен йышĕ чакасшăн мар. Çак статьяна вуласа тухнă хыççăн кашниех хăвăр килти кĕнекесене пăхса илĕр-ха: библиотека штампĕ çук-и вĕсенче? Тен хăвăр, сирĕн çывăх çынсем, шкул вĕренсе пĕтерсе хулана тухса кайнă ачасем кĕнекесене пире тавăрса паман? Библиотека тĕлне манса кайнă пулсан, аса илтерер-ха. Мир урамĕнчи 8 çуртра вырнаçнă вăл. Халĕ кĕнекесене каялла тавăрса памалли уйăхлăх иртет. Ку уйăхлăха активлă хутшăнасса шанатпăр, кашни вулакана вулавăшра хапăл туса кĕтетпĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика