АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Салам» ăшши сивĕнмест

09 декабря 2009 г.

1986 çултанпа ĕçлет районти культурăпа кану центрĕ çумĕнче «Салам» вокаллă-инструменталлă ансамбль. Унтанпа культура пайĕн те, культура çурчĕн те ячĕсем тем тĕрлĕ те улшăнчĕç. «Салам» вара паян кунчченех хăйĕн çепĕç юррисемпе итлекен-куракансене савăнтарать, хăйĕн ячĕ çумне сумлăрах ятсем хушать - халĕ ĕнтĕ вăл халăх эстрада ушкăнĕ. Ансамбль мĕн йĕркеленнĕренпех ăна ертсе пыраканĕ - А.Сорокин.

Çак 23 çул хушшинче мĕнле фестивальпе конкурссене хутшăннине Анатолий Семенович хăй те ас тусах çитереймест пулĕ. Студири стена çинче, сĕтел сунтăхĕсенче упранакан Хисеп хучĕсем кăна тĕрлĕ лауреат ячĕсем илни пирки, ансамблĕн çур çÿрев маршрутне аса илтереççĕ. Халĕ чăваш эстрадинче «çутатакан» çăлтăрсем те тухнă кунтан. Чăваш телевиденийĕнчи кăларăмсен паллă ертÿçи, Кивĕ Вăрмар хĕрĕ Валентина Михайлова (Иванова) та сцена çинче çирĕппĕн тăма кунтах хăнăхнă.

Пурнăçĕ çапла-тăр - музыкçăсемпе юрăçĕсем улшăнсах пыраççĕ, аслисем вырăнне çамрăксем килеççĕ. Акă иккĕмĕш çул ĕнтĕ «Салам» студине Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекен арçын ачасемпе хĕр ачасем çÿреççĕ. Вĕсем хăйсен музыка ăсталăхне виçĕ ушкăнра туптаççĕ. С.Викторов (ертсе пыракан гитарист), К.Константинов (бас-гитара), А.Галкин (çапса калакан инструментсемпе вылять), Д.Кузьмин (иккĕмĕш гитарист) концерт программине хатĕрлесе те çитернĕ ĕнтĕ. «Кино», «Люмэн» ушкăнсен юррисене кăмăллакансем унпа черетлĕ театрпа концерт сезонĕ уçăлнă чухне, çар ретне тăракан çамрăксемпе ирттернĕ тĕл пулура паллашма ĕлкĕрчĕç те. Пиллĕкмĕш тата çиччĕмĕш классенче вĕренекен хĕр ачасенчен тăракан ушкăнсем те хăйсем «якатса» çитернĕ юрăсемпе халăх умне тухма хатĕр. Çитес çул пуçламăшĕнче «Саламăн» тĕп ушкăнĕ те çынсене çĕнĕ юррисемпе саламлĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика