09 декабря 2009 г.
Пирĕн çĕршывра ытти анăçри çĕршывсенчи пекех радиоэлектроника системи чылай мал утăмсем турĕ. Вăхăт пĕр вырăнта тапăртатса тăмасть. Спутник енĕпе çыхăннă çыхăну шав малалла ыткăнать. Ĕлĕкхи телефон çыхăнăвĕ кивелчĕ те ĕнтĕ. Халĕ кĕсьерех компьютер, карас телефонĕ, телевизор, приемник тата тем тепĕр. Малтан килсерен радио çыхăнăвĕ пралуксенчен килнĕ пулсан, халĕ приемник вилкине розеткăна чикмелле çеç тата кирлĕ хыпар юхăмĕ çине лартмалла. Вара пулчĕ те. Шупашкартан килекен хыпар-хăнар кунсерен 16 сехет хушши янăрать. Çакна пурте килĕштерчĕç курăнать. Мĕн кăна пĕлтермеççĕ-ши: паллă çынсемпе интервью, тĕрлĕ информаци хыпарĕсем, криминал, «Ялтан-яла» передачăсем, «Кулăш лаççи», радиобиблиотека, музыка саламĕсем тата тем тепĕр. Çакнашкал радио пурри, вăй хăват, хастарлăх кÿрет, сывлăха та сиплеме пулăшать. Ăста тухтăрсем, чиркÿ çыннисем тĕрлĕ, кирлĕ сĕнÿсем парса чун-чĕрене ăшă варкăш кĕртме тăрăшаççĕ. Ача-пăча валли те кăларăм сехечĕсем уйăрнă. Çакă мар-и пирĕншĕн сăваплăх, ырăлăх;
Радио хумĕ 105 Fm хумсем çине кашни кунах тухать. Тÿрĕ эфира тухса çывăх çынсене, тăван-юлташсене саламлани те питĕ паха ен. Кашни çыннăн тăван районта пулса иртекен хыпарсене пĕлес килет. Хам та ав ирхине - ирех çак хумсем çине приемника ярса хуратăп. Малтан район хыпарĕсене кашни кунах итлеттĕмĕр, пралук çыхăнăвĕ тăрăх ĕнтĕ. Халĕ те çĕнĕлĕхсем çук мар. Анчах та кунта районсем черете тăраççĕ. Унсăрăн мĕнле-ха. Пĕр кунта пĕтĕмпех çаврăнма çук-çке. Хамăр район çыннисене ытларах калаçтарасчĕ, тĕл пултарасчĕ. Хаçатра çырни пĕрре вăл, калаçу чĕлхи вара урăх. Шкул ачисемшĕн те пуянлăх вăл - хамăрăн несĕлсен историне çутатни.
Пирĕн пуласлăх иртнĕ тапхăрпа çыхăннă. Çакăн тĕшшине çухатас марччĕ. Час-часах тухасчĕ пирĕн хамăр историпе паллаштарма. Библиотекарьсем, район ертÿçисем тухса калаçаççĕ-ха. Анчах та ку çителĕксĕр. Малашне пирĕн ăсчахсем çинчен передачăсем татах та пулĕç тесе шанса тăратăп.