АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Анне пилленĕ çут тĕнче

09 декабря 2009 г.

Пуриншĕн те чи пахи. Ахальтен мар ĕнтĕ ятарласа Амăшĕн кунне уявлаççĕ. Çак кун хĕрарăмсен районти канашĕн членĕсем, культура ĕçченĕсем тата ял тăрăхĕсен специалисчĕсем Мăнçырма ял тăрăхĕнче канашлу ирттерчĕç.

Мăнçырма ял тăрăхĕнче 563 хуçалăх, вĕсенче пурĕ 1455 çын пурăнать, çав шутран 6 çула çитмен ачасем - 115, 14 çула çитменнисем - 141, 16 - 17 çулхисем - 33, ĕçлеме пултаракан 714 çын, пенсионерсем - 282, 1-3 ушкăнри инвалидсем - 65, вăрçă участникĕсем - 5, тăлăх салтак арăмĕ - 1, интернационалист воинсем -5, Чечняри хĕрÿ вырăнсене хутшăннисем - 9 çын .

Мăнçырма ялĕ çумĕпе кашни сехетренех тенĕ пек маршрутлă автобуссем иртсе çÿреççĕ, унта-кунта тухса çÿреме йывăрах мар, ан ÿркен кăна. Юлашки вăхăтра хĕрарăмсен районти канашĕн членĕсем хăйсен канашлăвне кабинетсенче ирттермеççĕ, кашни ял тăрăхне çитсе курса, унти ĕç-хĕлпе паллашас тĕллевпех вырăна тухса çÿреççĕ. Ку хутĕнче вĕсен канашлăвĕ Амăшĕн кунĕпе пĕр вăхăталла килчĕ. Çапла вара вĕсем ял тăрăхĕн администрацийĕнче, библиотекăра, клубра пулнă хыççăн Тихвински Турамăш чиркĕвне çул тытрĕç. Служба кунĕ пулман пулин те чиркÿ настоятелĕ Леонид аттепе Наталия матушка чиркÿреччĕ, хĕрарăмсене ăшшăн кĕтсе илчĕç. Вĕсем çак куна ятарласа хатĕрленни пурин кăмăлне те çĕклентерсе ячĕ. Сăмах май каласан, Наталия матушка та хĕрарăмсен районти канашĕн членĕ. Малтанах Леонид атте чиркÿ мĕнле пуçланса кайнин историйĕпе тата кунти асамлăхĕсемпе кĕскен паллаштарчĕ. 2003 çулхи ноябрĕн 24-мĕшĕнче çак чиркÿре пушар тухса инкек тÿснине те аса илчĕ. Çак вăхăтра районти мĕн пур халăх, вĕсем çеç-и-ха, аякри хуласенче пурăнакан ентешсем те инкекре алă тăсса пулăшу кÿни мĕнле асран тухтăр-ха. «Вăл вăхăтра пĕр çын та айккинче пăхса тăман, кам мĕнпе пулăшма пултарнă - пурте хутшăннă. Тавах вĕсене. Турă пиллĕхĕ çĕре ан ÿктĕр, вĕсен мĕн ĕмĕтленни пурнăçланса пытăр», - терĕ Леонид атте инкек хыççăн пулăшнă çынсене ятранах аса илсе. Инкек халăха пĕр çĕре пуçтарать тенĕ пек, паянхи çĕнĕ чиркÿ хăпарса ларнă çĕрте кĕреçе тытма пултаракан ачаран пуçласа шурă çÿçлĕ ватă таранах хутшăнни пурне те савăнтарать. Леонид аттепе Наталия матушкăна ялсенче ырă сывă пурнăç йĕрки мĕнле шайра пулни те канăçсăрлантарать. Çак çитменлĕхсене пĕтерес ыйту хĕрарăмсен районти канашĕн членĕсене те çав тери пăшăрхантарать. Пытармалли çук, эрех ĕçсе çапкаланса çÿрекенсем тăтăшах тĕл пулаççĕ. Ăçта ял - çавăнта çерçи тенĕ пек, вĕсем пур çĕрте те пур-ха. Ашшĕ-амăшĕсем эрех ĕçсе çÿренине пула ачи-пăчисем хĕн курса пурăнаççĕ, тепĕр чухне çав сăлтава пулах вĕсем выçăллă-тутăллă çÿреççĕ. Кун пек тĕслĕхсене нумай илсе кăтартма пулать. Маларахри çулсенче вĕсене пÿрне хуçса шутлама пулнă пулсан, халĕ вара йышлансах пыраççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ канашлăва хутшăннисем çак ыйту тавра чиркÿ çыннисемпе чылайччен канашларĕç. Вĕсем кунта пуçтарăннисене усăллă канашсем пачĕç.

Канашлу ĕçне ялти шкулта малалла тăсрĕç. Хĕрарăмсен районти канашĕн председателĕ Г.Петрова республикăри хĕрарăмсен канашĕн 15-мĕш съездне хутшăнни çинчен чарăнса тăчĕ тата районти хĕрарăмсен канашĕн членĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа пачĕ. Канашлу Мăнçырмара иртнĕ май кунти ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕ Ю. Казакова, çавăн пекех çак ялти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ З.Илларионова хăйсен ĕçĕсемпе паллаштармасăр пулмарĕ. Шкул ачисемпе кунта ĕçлекенсем Амăшĕн кунĕ ячĕпе шăрантарнă юрăсем пурин кăмăлне те çĕклентерсе ячĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика