05 декабря 2009 г.
Килти хĕсĕк пурнăçа пула Николай Михайловăн ачаранах йывăр ĕçе кÿлĕнме тивнĕ. Амăшĕ пĕрре кăна мар, «Ĕç çынна илем кÿрет, ачам, унран хăрамалла мар», - тесех хастар пулма хăнăхтарнă 12-15 çулсенчи ачана. Çапла вара вăл Тутарта çулсеренех кĕтÿ кĕтнĕ. Кĕркунне михшерĕн кил валли тыр-пулне, пахча çимĕçĕсене, выльăх валли уттине турттарса килсен кил-йышĕ уйрăмах савăннă.
Шăхальти вăтам шкулта сакăр класс пĕтерсен ГПТУ-ра сталевар специальноçне илет. 1970 çулччен салтак службинче пулать. 1971 çулхине Канашри педучилищăн физкультура уйрăмне вĕренме кĕрет. 1974 çулта ăна ăнăçлăн пĕтерсен Вăрмар район спорт комитечĕн председателĕнче вăй хурать. Самбо тата велоспорт енĕпе ачасен спорт шкулне уçать. Икĕ хутлă спорт керменне тума кирлĕ документсем хатĕрлет. Çак тапхăртах Вăрмар районĕн çамрăк спортсменĕсене самбо енĕпе кĕрешме хатĕрлет. Н.Михайлов ертсе пынипе 1975 çулта физкультурăпа спорта аталантарас ĕçре тунă çитĕнÿсемшĕн спорткомитет КПСС Чăваш обкомĕн куçса çÿрекен «Хĕрлĕ ялавне», парнесене тивĕçнĕ.
Ашшĕ-амашĕсемпе талса 1976 çулта ачасен спорт шкулĕнчи шанчăк паракан чи çамрăк спортсменсене Киргизие ăсталăха туптама илсе каять. Самбо енĕпе тĕп тренер пулса ĕçленĕ май, Николай Петрович кунта та ачасене кĕрешме хатĕрлет. Тăрăшни сая каймасть. Часах унăн воспитанникĕсем çĕршывĕпе, тĕнчипе те палăрма пуçлаççĕ.
Акă Владимир Вишнев пĕтĕм тĕнчери класлă спорт мастерĕ 1979-1980 çулсенче СССР чемпионĕ, Испанире самбо вăййипе 62 килограмм таякан спортсменсем хушшинче пĕччен тата командăшăн кĕрешсе чемпион ятне çĕнсе илет, тĕнчери ытти ăмăртусенче те лайăххисен шутĕнче пулать. Пĕтĕм тĕнчери класлă спорт мастерĕ Станислав Васильев – СССР, Европа, Ази тата тĕнче чемпионĕ ятне çĕнсе илет. Вăлах 1979-1987 çулсенче СССРăн самбо тата дзюдо вăййисен пĕрлештернĕ командинче нумай çитĕнÿсем тăвать. Сергей Уливанов спорт мастерĕ СССР чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ те çĕршывăн пĕрлештернĕ командинче тăнă. СССР чемпионачĕн кĕмĕл тата бронза призерĕ, тĕнче класлă спорт мастерĕ Александр Ларионов 1979-1987 çулсенче СССРăн пĕрлештернĕ командинче пулать. Вăлах тĕнчери пĕтĕм халăхсен экстра-класлă категорири судья. Киргизири физкультурăпа спорт академийĕн кафедрине ертсе пыраканĕ. Киргизи республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ те.
СССР спорт мастерне çĕршыв чемпионачĕн кĕмĕл, тĕнче кубокĕн бронза призерне, команда енĕпе пĕрремĕш вырăн йышăннă хăюллă та пултаруллă Николай Сейфуллина та Н. Михайлов хатĕрленĕ. Халĕ Николай Анатольевич Вăрмарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн самбо, дзюдо енĕпе тренер ĕçĕнче тăрăшулăх кăтартать. СССР спорт мастерĕ Вячеслав Тушинский çĕршыв чемпионачĕн иккĕмĕш призерĕ.
Н.Михайлов воспитанникĕсем, СССР спорт мастерĕсем Лев Уливанов, Иван Уливанов, Анатолий Вишнев, Юрий Сормулатов, Анатолий Тушинский ентешĕмĕрсем те самбо енĕпе нумай çитĕнÿсем тунă. Çакна каласа хăвармалла. Киргизире Николай Петрович тĕп тренер хăйĕн ĕçĕнче тĕнче шайĕнчи 18 класлă тата 130 спорт мастерĕсене, 6 тĕнче чемпионне: В.Вишнева, Н.Сейфуллина, С.Васильева, Д.Бачабокова, М.Темирбулатова тата М.Досанова хатĕрленĕ. Ун воспитанникĕсем самбо енĕпе СНГ-ра, Испанире, Болгарире, Англире, Польшăра, Германире, Голландире, Венгрире, Японире, Китайра, Иранра, Сингапурта тата ытти нумай çĕршывсенче самбо енĕпе пулса иртнĕ хĕрÿ ăмăртусенче мĕн чухлĕ çитĕнÿсем тунине çырса та пĕтереймĕн.
Н.Михайлов - 1977-1995 çулсенче Киргизин пĕрлештернĕ командин самбо вăййин аслă тренерĕнче, 1993 çулта ятарласа хатĕрленĕ взводăн командирĕнче тăрăшнă. 1995-2000 çулсенче Киргизи Республикин Шалти ĕçсен министерствин физкультура енĕпе ĕçлекен специалистĕнче, 2000-2008 çулсенче çав министерствăрах спорт клубĕн начальникĕнче, управленин пуçлăхĕн çумĕнче вăй хурать.
Нумаях пулмасть Николай Петрович полковник званине илчĕ, Вăрмарта хăнара пулчĕ. СССР спорт мастерĕ, пĕтĕм тĕнчери экстра-класлă судья, Киргизи Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ, физкультурăпа спортăн Отличникĕ Н.Михайлов сахал мар наградăсене тивĕçнĕ. Вăл шутра: Правительствăн Хисеп грамотисем, Хĕç-пăшаллă вăйсен Министерствин, çар командованисен медалĕсем, «Службăра çитĕнÿсемпе палăрнăшăн», Афганистанăн «Тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденĕсем тата ыттисем.
Чи пысăк награда - ăна Вăрмарсем манманни.