05 декабря 2009 г.
Истори тапхăрĕпе шутласассăн, Амăшĕн кунĕ Раççейре çĕнĕ уяв. Ăна кăçал 11-мĕш хут кăна паллă турăмăр-ха, анчах редакци почтине илес пулсассăн - пур çĕрте те анлăн, сумлăн.
Кĕтеснер. Йăлана кĕнĕ йĕркепе Кĕтеснерсем ăна яланхилле анлăн паллă турĕç. Асăннă вăхăтра пурте ял библиотекине пухăнчĕç. Кунта Кĕтеснерти хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Л.Федорова сĕннипе «Чĕре кĕввисем» çавра сĕтел ирттерме палăртнă иккен. С.Скворцовапа Л.Ломоносова ертÿçĕсем уява килекенсене хапăл туса кĕтсе илчĕç. Кунта вĕрентекенсем, нумай ачаллă амăшĕсем, ĕç ветеранĕсем, сывлăха сиплекенсем пухăннă. Пурте вĕсем пысăк саспаллирен çырăнакан «Анне» ята илме тивĕç пулнă çынсем. Кашниех чунри çепĕç хĕлĕхсене хускатса ăшри ырă туйăмсене ирĕке ярса иртнине аса илсе шăкăл-шăкăл калаçрĕç. Хĕллехи вăрăм каçсене усăллă ирттересси пирки те сăмах тапратрĕç. Чăн та, тĕлнех спортпа туслă пурăнма культура çуртĕнче С.Скворцова библиотекарь пÿлĕм те йĕркеленĕ. Унта эрнере пĕрре пухăнасси пирки калаçса татăлчĕç. Малашне халăх театрĕ йĕркелесе ярасси пирки те шухăш çуралчĕ. Эппин, культура вучахĕ «йăсăрланса» кăна мар, пысăк «çулăмпах çунасса» шанас килет.
Уява килнисене асăнмалăх пĕчĕк парнесемпе тивĕçтерчĕç тата юрăсемпе саламларĕç. Уява йĕркелеме пулăшнă спонсорсене - хĕрарăмсен канашĕн ертÿçине Л.Федорована тата ял тăрăхĕн пуçлăхне В.Данилова тав туса кăмăллăн килĕсене саланчĕç.
Л. ЛОМОНОСОВА,
культура çурчĕн директорĕ.
Шăхаль. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекенсем Амăшĕн кунĕ ячĕпе ялти культура çуртĕнче пысăк концерт лартса пачĕç. Ăна йĕркелесе ирттерекенĕсем шкулти музыка учителĕ С.Долгова тата аслă вожатăй Н.Скворцова пулчĕç. Концерт хыççăн культура çуртĕнчи тата библиотекăри ĕçченсем амăшĕсем хушшинче «Атьăр-ха, аннесем» конкурс ирттерчĕç. Унта хутшăнма 10 амăшĕ кăмăл турĕ. Мала тухнисене ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан А.Семенов Хисеп хучĕсем парса чысларĕ. Уявпа пурте кăмăллă пулчĕç.
Н. СКВОРЦОВА,
аслă вожатăй.
Тупах. «Анне çĕр çинче чи хакли, ăна нимпе те танлаштараймăн. Унăн вăй-хăвачĕ иксĕлми, пире пурне те анне кун çути панă. Анне пилленĕ кун çутирен хакли нимĕн те çук. Çавăнпа та пирĕн Амăшĕн кунне тивĕçлипе уявламалла», - терĕ Кĕлкешри тĕслĕх библиотекăри Л.Ильина библиотекарь Тупахри клубра пуçтарăннă халăх умĕнче. Çак уява ирттернĕ çĕрте те вăлах тĕрлĕрен конкурссемпе вăйăсем ирттерме пулăшрĕ. Сăмах май каласан, Л.Ильина ял тăрăхне кĕрекен пур ялсене те черетпе кирлĕ кĕнекесем илсе килсе халăх ыйтăвне тивĕçтерет. Ял тăрăхĕнче пурăнакан халăх туслă пурăнни те çак уява ирттерсе янă чухне питех те палăрчĕ, мĕншĕн тесен Кĕлкешре, Çитмĕшре пурăнакансем те хутшăнчĕç савăнăçлă лару-тăрăва. Вĕсем те сăвăсем каларĕç, юрăсем юрларĕç, ташларĕç. Уявпа пурте питĕ кăмăллă пулчĕç.
Н.АЛЕКСЕЕВА.
Арапуç. «Хĕвел çумĕнче - ăшă, анне çумĕнче - ырă», - тенĕ ĕлĕкхи ватăсем. Арапуçĕнчи «Теремок» ача садне çÿрекенсем те кунта ĕçлекенсем тăрăшнипе Амăшĕн кунне тивĕçлипе хатĕрленсе ирттерсе ячĕç. Программăра ташă-юрă, сăвăсем, амăшĕсемпе тĕрлĕрен конкурссем пулчĕç. Чи интересли вара - «Хаклă анне» инсценировка. Кунта тилĕ çури вăрманта амăшĕнчен çухалса юлнă та ăна шыраса тупасси пулчĕ. Ачасем тĕрлĕ чăрмавсенчен иртсе вăрмана çитрĕç. Унта вĕсем вăрманти тĕрлĕ кайăксен, чĕр чунсен сассисене пĕлчĕç. Çапла вара тилĕ çурине амăшне тупма пулăшрĕç. Уяв вĕçĕнче тилĕ амăшĕ ачасене пылак кучченеçпе хăналарĕ. Ачасем аннерен хакли никам та çуккине тепĕр хут ăнланса илчĕç.
С. МИХАЙЛОВА.