05 декабря 2009 г.
Килте хăтлă, ăшă пулсан çын хăйне лайăх туять. Хваттерсенче ăшă пултăр тесе «Урмарытеплосеть» муниципаллă унитарлă предприяти нумай ĕçсем туса ирттерет. 2009-2010 çулсенчи хутса ăшăтмалли сезона хатĕрленнĕ май, ăшă паракан пăрăхсене, котельнăйсенчи оборудованисене улăштарнă. Çак ĕçсене пурнăçлама вара укçа-тенкĕ чылай тăкакланă.
Хальхи вăхăтра районти предприятисемпе организацисене, пурăнмалли çурт-йĕрсенчи хваттерсене ăшăпа çителĕклĕ таран тивĕçтеретпĕр. Анчах та хăш-пĕр хваттер хуçисем коммуналлă пулăшушăн темиçешер çул тÿлемеççĕ. Поселокра тата Чулкас ялĕнче пурăнакан хăш-пĕр хваттер хуçисем 10 пин тенкĕрен пуçласа 50 пин тенкĕ таран парăмлисем те пур. Кун пеккисем хальхи вăхăтра пурĕ 49 çын шутланса тăраççĕ. Вĕсенчен икĕ е ытларах хваттерлисем те тупăнаççĕ. Паянхи куна илес пулсан, чи çивĕч ыйтусенчен пĕри - хваттер хуçисем коммуналлă пулăшушăн укçа-тенкĕ вăхăтра тÿлеменни. Кăçалхи декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне ку парăм 2 миллион та 88 пин тенке çитнĕ. Хальхи вăхăтра пурĕ 245 парăмçă шутланса тăрать.
Пирĕн предприятин кредит парăмĕ хальхи вăхăтра 1 миллион та 95 пин тенкĕпе танлашать. «Урмарытеплосеть» муниципаллă унитарлă предприяти çут çанталăк газĕшĕн парăмсене татас тĕллевпе кредит 2 миллион та 250 пин тенкĕ илнĕ пулнă. Унсăр пуçне çак кредит çумне асăннă предприятин процент тÿлемелле. Çавăн пекех «Чувашрегионгаз» тулли мар яваплă обществăна кашни уйăхра çут çанталăк газĕшĕн тÿлемелле. Декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вара çак парăм 2 миллион та 500 пин тенке çитрĕ. Çавăн пекех электроэнергишĕн те кашни уйăхрах 600 пин тенке яхăн тÿлесе пымалла.
Малашне те парăмлă хваттер хуçисем коммуналлă пулăшушăн укçа-тенкĕ тÿлесе татмарĕç пулсан, хĕллехи вăхăтра хваттерсенче ăшă нормăпа палăртнă таран пуласси пирки калама йывăртарах. Кун пек чухне «Чувашрегионгаз» тулли мар яваплă общество газпа тивĕçтерессине чакарма, малашне те тÿлесе пымасан вуçех те чарса лартма пултарать.
РФ Правительствин Председателĕн В.Путинăн 2009 çулхи октябрĕн 17-мĕшĕнче тухнă Йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн малашне çут çанталăк газĕшĕн предприятипе организацисен кашни уйăхăн 18-мĕш числинче 35 процент, кашни уйăх вĕçĕнче 50 процент тÿлесе пымалла. Кун пек чухне парăма кĕнĕ хваттер хуçисем коммуналлă пулăшушăн тÿлесе татмасан тата малашне вăхăтра тÿлемесен пирĕн предприяти чăнахах та пысăк йывăрлăха кĕрсе ÿкме пултарать. Тепĕр майлă каласан, хĕллехи вăхăтра ăшăсăр тата çутăсăр тăрса юлма пултарас хăрушлăх пысăк. Парăмçăсемпе вара пур енлĕн ĕçлетпĕр. Хальхи вăхăтра коммуналлă пулăшушăн тÿлемен граждансем пирки 139 ĕç Вăрмар район судне тăратнă. Парăмçăсенчен 421 пин тенкĕ шыраса илнĕ. Ку ĕç малалла пырать. Çавăнпа та коммуналлă пулăшушăн тÿлемен граждансен йывăрлăха кĕрсе ÿкес мар тесен парăмсене вăхăтра тÿлемелле. Çакă пирĕн предприятине те йывăр лару-тăруран кăларма пултарĕ. Эпир малашне те пĕр-пĕрне ăнланса тачă çыхăнура ĕçлессе шанатпăр.