02 декабря 2009 г.
Нумаях пулмасть Кивĕ Вăрмарти вăтам шкулта вĕренекен ачасен ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ пулса иртрĕ. Пухура шкул директорĕ А.Никифоров вĕренÿ çулĕн пĕрремĕш чĕрĕкри ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕ. Шкулта 3 - 9-мĕш класра вĕренекенсен пĕлĕвне аттестациленĕ. Вĕсенчен сакăр вĕренекен «5» паллăпа ĕлкĕрсе пыраççĕ, ĕлкĕрсе пырайманнисем çук. Шкулта вĕренекенсем хăйсен пĕлĕвне олимпиадăсенче кăтартаççĕ. Хальлĕхе пур предметпа та олимпиадăсем иртеймен-ха. Акă иртнĕ олимпиадăсенчи çак çитĕнÿсем пире савăнтараççĕ. Технологи предмечĕпе10-мĕш класра вĕренекен С.Соловьев 1-мĕш, О.Павлова 2-мĕш, Ю.Владимирова (9 кл.) 3-мĕш вырăн йышăнчĕç. Вырăс чĕлхипе О.Егорова (10 кл.), Ю.Владимирова (9 кл.) 3-мĕш вырăн йышăннă, Г.Федоров (10 кл.) обществознани предметне лайăх пĕлнипе 2-мĕш вырăна тухма пултарнă. 7-мĕш класра вĕренекен Т.Сереброва биологи предмечĕпе районти олимпиадăран 3-мĕш вырăн илсе таврăнчĕ. Çак ачасен çитĕнĕвĕнче шкулти учительсен тÿпи питех те пысăк. Учительсем ачасен пушă вăхăтне усăллă ирттерес тесе тĕрлĕ енлĕ ĕçсем туса ирттереççĕ. Çавăнпа ĕнтĕ шкулта вĕренекен ачасем хушшинче преступлени тăвакансем пачах та çук.
Пухăвăн иккĕмĕш ыйтăвĕпе районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекторĕ С.Михайлова сăмах илчĕ. Преступлени тăвассине хирĕç мĕнле профилактика ĕçĕсем ирттермеллине пухăва пухăннă ашшĕ-амăшĕсене тĕплĕн ăнлантарчĕ.
Ачасем вăхăта яланах усăллă ирттереççĕ. Шкул спортзалĕ каçхине 9 сехетчен ĕçлет. Кунта сывлăха тĕреклетмелли тĕрлĕ секцисем ĕçлеççĕ. Пултаруллă ачасене КВН ушкăнĕнче, олимипада концерчĕсенче курма пулать. Ачасем каçхине вăхăта урамра усăсăр ан ирттерччĕр тесе ашшĕ-амăшĕсен дежурствине йĕркеленĕ. Кашни кун черетпе дежурствăна тухса рейдсем ирттереççĕ. Класс ертÿçисем те право йĕркисене çирĕп пăхăнса пымалли çинчен тĕрлĕ калаçусем ирттернипе пĕрлех интереслĕ мероприятисем урлă та ачасене йĕркесене пăсмалла марри çинчен ăнлантарса параççĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Эверсков хăйĕн калаçăвĕнче ялта пурăнакан ашшĕ-амăшĕсене администраци ял çыннисемшĕн тăвакан ырă ĕçсемпе паллаштарчĕ.
Шкул ачисем пухăва пуçтарăннă ашшĕ-амăшĕсене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Пуху пуриншĕн те усăллă иртрĕ.