АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачана çырма вĕрентетпĕр

02 декабря 2009 г.

Ачана шкула кайма хатĕрленĕ чухне çырма вĕрентесси чи кăткăс тапхăрсенчен пĕри. Психологсемпе физиологсем 5-6 çулхи ачасен вĕтĕ алă шăнăрĕсем начар аталаннине, хусканусем тăвасси кирлĕ пек йĕркеленсе çитменнине, ал сыпписем çирĕпленменнине палăртаççĕ. Çак çулхисем сас паллисене уйрăм пайсенчен тăнине, сылтăмпа сулахая, инçетрипе çывăхрине уйăраймаççĕ.

Çырма вĕрентнĕ чухне ачасем хăвăрт ывăнаççĕ. Алăсене вылятма хăнăхма тÿме тÿмелени, хăюсем çыхни, тĕвĕсем туни, пĕчĕк теттесене вырăнтан вырăна куçарни, вĕтĕ япаласенчен тăракан теттесене пуçтарни тата ытти те пулăшать. Алă гимнастики туни те усăллă. Калăпăр, пÿрнесене чышкăпа чăмăртамалла та сыпă тĕлĕнчен тĕрлĕ еннелле çавăрмалла, сылтăм алла сĕтел çине хумалла та черетпе кашни пÿрнине хуçлатмалла, пĕрне хуçлатнă чухне ыттисене çÿлелле çĕклемелле. Ÿкерчĕксене кăранташпа сăрлаттарни те пÿрнесен хусканăвне кирлĕ пек йĕркелет.

Ача сывлăхĕшĕн вăл сĕтел хушшинче мĕнле ларни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Чи малтан тÿрĕ, сĕтел хĕррине кăкăрпа перĕнмесĕр лармалла. Ура тупанĕсем урайĕнче çирĕппĕн тăраççĕ, пуçа кăштах сулахаялла пăрмалла.

Çырнă чухне сылтăм чавса сĕтел хĕрринчен тухса тăмалла, алă çыракан йĕрке тăрăх тикĕссĕн шумалла, сулахай алă аялтан хут листине тытмалла. Ручкăна сылтăм алăн вăтам пÿрнин чĕрни тăррине хумалла, пысăк пÿрне вĕçĕ ăна тытса тăрать, шĕвĕр пÿрнепе ручкăна кирлĕ еннелле куçаратпăр.

Ачана шкула хатĕрленĕ чухне пÿрнесене аталантарни кăна мар, тĕрлĕ енлĕ хускалма пĕлни те пĕлтерĕшлĕ. Хускалма юратакан ача лайăх ÿсет, лăпкă çывăрать, кăмăлĕ хаваслă, вăл ыттисенчен сахалтарах ывăнать. Тĕрлĕ хусканусем тунă чухне çурăм шăнăрĕсене аталантарасси çине тимлĕрех пăхмалла, вĕсем вăйлă пулсан, ача çырнă чухне те, вуланă чухне те кÿлепине тĕрĕс тытать.

Юлашки вăхăтра 6-10 çулхи ачасен кÿлепи тĕрĕс мар аталаннă тĕслĕхсем нумайлансах пыраççĕ. Çакă сколиоз, кифоз тата ытти чирсем патне илсе пыма пултарать. Чылай чухне вĕсен сăлтавĕ - сĕтел хушшинче тĕрĕс мар ларни. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕсен ачасем урок тума ларнă чухне çакăн çине тимлĕрех пăхасчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика