АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕне ырăпа асра юлтăр тесен

02 декабря 2009 г.

Н. Никифоровпа выльăх-чĕрлĕх тытакан кашни çынах килĕшет ĕнтĕ - кĕтÿçĕ мĕнле, кĕтĕвĕ те çапла. Урнарсене хăйсен ĕçне пĕлсе тăвакан çынсем лекнишĕн пĕрле савăнмалли çеç юлать. Анчах, шел те, яланах апла мар çав вăл (Николай Ефимович иртнĕ çулсенче мĕнле нушасем курни пирки те самаях асăнать), кĕтÿçсен айăпĕпе те, хамăр пăхса çитерейменнипе те, чир-чĕрпе те тĕрлĕ инкексене пула та çулталăкра районĕпе вуншар пуç выльăх-чĕрлĕх пĕтет. Ял çыннишĕн чи пысăк çухату - ĕне вилни. Ĕлĕкхилле: «Ĕне - çур пурнăç», - тесе калаймастпăр та, çапах çемьере вăл пуррипе çукки самаях палăрать. Çакна кăçал чылайăшĕ туйса илчĕç. Ноябрĕн 24-мĕшĕ тĕлне «Росгосстрах» компанин Чăваш Енри филиалĕн районти страхлакан уйрăмне кăна 57 çын хăйсен выльăхĕпе мĕн те пулса пулнине пула страховани пайне илме пынă, илнĕ. Ытларахăшĕн ĕнисем кÿпĕнсе вилнĕ е вĕсене çак сăлтава пула вăхăтсăр пусса татма тивнĕ. Çынсенчен чылайăшĕ хăйсен «тăрантармăшне» 25 пин тенкĕне страхланă. Агентпа килĕшÿ çырнă чухне 1 пин те 400 тенкĕ тÿле те - выльăхĕ вилсен асăннă суммăна ил. Çăмăл, усăллă? Паллах. Страхланă пулсан. Хăвăра тата çут çанталăка çеç шансассăн вара?

Нумаях пулмасть пĕр çынпа калаçма тиврĕ. Укçине хĕрхенсе-и, вăхăчĕ пулман-и - ĕнине страхламан. Вăл вара, каяннăй, аптăраса ÿкнĕ, пусма тивнĕ. Вăрмарта пĕр 5 пăруланă ĕне какайне вырнаçтарма вара питĕ йывăр. Пасартисем илмеççĕ, обществăлла апатлану системинче вăй хуракансем вăкăрсемпе пăрусем çине куç хываççĕ. «Нива» тулли мар яваплă обществăра (урăхларах каласан, кăлпасси цехĕ) аш-какай холодильникĕ нихăçан та пушă лармасть. Çапла вара пĕр ĕнене килтех çисе яма лекнĕ.

Хăшĕ-пĕри çак йĕркесене вуласан Росгосстрах реклами вĕт ку теме те пăхĕ. Апла-и, капла-и, анчах пирĕн районта кăна кашни кварталта 400-500 çын хăйсен ĕнисене страхлама унта пырать. «Вилнĕ ĕне сĕчĕ тутлăччĕ», - тесе хуйхăрса лариччен укçан илни çак выльăх çинчен татах та ырăрах шухăш çураттаратех.

Инкек пуласси вара çурхи-кĕрхи вăхăтра кĕтÿçрен нумай килет. Çак профессие пĕтме парас марччĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика