АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕчĕк ĕç вырăнĕн пысăк пĕлтерĕшĕ

02 декабря 2009 г.

Кăçал çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ пулнă май, кĕтÿçсем çинчен сăмах пуçарас килет. Хальхи вăхăтра кĕтÿç ĕçĕпе тăрмашма çын тупма Урнар ялĕнче çеç мар, районти ытти ялсенче те пысăк йывăрлăх пулĕ тесе шутлатăп.

Пирĕн ялта пĕр этем - Йăсах пичче (Иосиф Степанович Степанов) пурччĕ, вăл ĕмĕр тăршшĕпех ял халăхĕн кĕтĕвне пăхса пурăнчĕ. Ăна халăх çулсерен çуркунне хăйĕн выльăхне шанса панă та мĕн юр ÿкиччен нимĕн шухăшсăр пурăннă. Çăмăлах пулман унăн ĕçĕ. Вăл вăхăтра выльăха çÿретме çырма-çатрасăр пуçне урăх вырăн та пулман. Çу варринчех кĕтÿçре ĕçлеме чăтайманнисем пăрахса кайнине пула Йăсах пичче пĕр пĕччен тăрса юлни те темиçе хутчен те пулнă. Çапла вăл мĕн виличченех 56 çул хушши халăхшăн тăрăшнă, çавăншăн ăна ватти-вĕтти хисепленĕ, паян кун та ырăпа асăнаççĕ.

Йăсах пичче хыçĕнчен ку ĕçре нумайăшĕсем ĕçлесе пăхрĕç, вĕсем хушшинче йĕркеллĕ ĕçлекеннисем те пулчĕç, анчах вĕсем пĕр çултан мала тытăнса тăраймарĕç. Ытларах йĕркеллĕ ĕçлейменнисем, тарăхтарнисем асăмра юлчĕç: камăн та пулин выльăх-чĕрлĕх çухалнă тĕслĕхсем час-часах тупăнса тăни, ял вĕçĕнчен кĕтÿ вĕçереничченех кĕтÿçсем каялла таврăнса ял тăрăх эрех шыраса çÿренисем, кăнтăр варринчех кĕтÿ киле таврăнни е çур кĕтÿ çухалса юлнă пирки таврăнман выльăхсене çĕрле шыраса çÿрени тата ытти. Çак пăтăрмахсем пире пĕр çулхине килĕрен киле черетпе кĕтÿ кĕтсе çÿреттерчĕç, терт кăтартрĕç. Çаксене танлаштарсан пирĕншĕн Йăсах пичче Турă пекех пулнă. Вăт çапла вара пысăк мар ĕç вырăнĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине туйрăмăр. Кăçал вара Урнар ялĕнчи Мир урамĕн халăхĕ çине çÿлти Турри ырă кăмăлпа пăхрĕ пулас: «Çитет кусене тертлентерсе», - терĕ пулмалла. Шырасан-шырасан, икĕ йĕркеллĕ ял çынни - Леонид Платонович Васильевпа Юрий Меркурьевич Капитонов - пирĕн выльăхсене пăхма килĕшрĕç. Чăнахах та кăçалхи пек йĕркеллĕ, яваплă, шанса панă ĕçе чунтан пурнăçлакан кĕтÿçсене чылайччен курманччĕ-ха. Кусем вара ĕç укçине те хапсăнса пысăк хак ыйтмарĕç - мĕн каç пуличчен çÿрерĕç. Питĕ çумăрлă кун: «Мĕнле чăтаççĕ-ши çак кĕтÿçсем;» - тесе темиçе хут та вĕсемшĕн пăшăрханнă. Тата никамăн та сурăх, путек е ĕне çухални çинчен кăçал сас-хура пулмарĕ, выльăхсем яланах тутă килнипе каç кÿлĕм вĕсене çитерме çырмана илсе тухма кирлĕ пулмарĕ.

Кĕркунне сурăхсем пăруланă пирки кĕтÿçсен сахал мар терт курма тивет, утайман пĕчĕк путексене çĕклесе яла илсе килме, хуçисене тупса пама лекет. Çакă мар-и-ха кĕтÿçсен ĕç пахалăхĕ; Тепĕр уйрăм паха ен пур вĕсен - нумай çын кăмăлне каяканни - кĕтÿçсем эрех ĕçсе аташса çÿременни. Ку хăш-пĕрисене килĕшменни пур, ялта пĕлеççĕ кам кĕтÿ укçи вырăнне эрехпе талнине, ун пеккисем сахал. Темĕн тĕрлĕ лайăх ĕçлесен те хăш-пĕрисем кĕтÿç ĕç укçине тÿлемесĕр юлма тăрăшни питех те тарăхтарать - çке, эрех илсе ĕçме укçа тупаççĕ, кĕтÿçсем валли тупайманçи тăваççĕ. Çакă пирĕншĕн ырă çынсене, Леонид Платоновичпа Юрий Меркурьевича, урам халăхĕнчен çак статья урлă тав туса ăшă сăмахсем калас килет: сывлăхăрсем çирĕпленсех пыччăр, телейлĕ те вăрăм кун-çул пултăр, çитес çул та пирĕнпе ĕçлеме кăмăлăр пултăрччĕ сирĕн, хаклă юлташсем!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика