28 ноября 2009 г.
Манăн асанне - ялти чи сумлă çынсенчен пĕри. Ăна ялта Клавдия Павловна Николаева тесе чĕнеççĕ. Вăл 1935-мĕш çулта Чулкас ялĕнче çуралнă. Халĕ те çак ялтах пурăнать. Çăмăл пулман унăн ачалăхĕ. Пайтах хура-шур курма тивнĕ. Анчах манăн асанне пур йывăрлăха та чăтнă, вĕреннĕ çын пуласшăн тăрăшнă. Хăйĕн ĕмĕтне пурнăçлама Владимир хулине вĕренме кайнă. Вĕренсе пĕтернĕ хыççăн 16 çул Чулкас библиотекинче ĕçленĕ, кайран Чулкас ял Совечĕн секретарĕ пулса 17 çул тăрăшнă. 1990 çулта пенсие тухнă. Ĕçрен хăраман. Манăн асанне 3 çул хăмла ĕçĕпе тĕрмешнĕ. Хальхи вăхăтра асанне ватă пулсан та ĕçсĕр лармасть: арлать, çыхать, çĕлет, выльăх-чĕрлĕхе пăхма ĕлкĕрет.
«Унăн алли ылтăн», - теççĕ ун пирки ялти кÿршĕсем. Эпĕ те вĕсемпе килĕшетĕп. Хамăн асаннене малашне ырлăх-сывлăх, телей, вăрăм кун-çул сунатăп. Пурăн пире савăнтарса. Мĕнле лайăх асанне пурри.
Чулкас шкулĕ.