АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр çинчи чи хаклă çыннăмăр

28 ноября 2009 г.

Пирĕн анне, Зоя Вениаминовна Васильева, 1974 çулта Элĕк районĕнчи Тимĕрчкасси ялĕнче çуралнă. Тăван ялĕнчи шкулта 8 класс вĕренсе пĕтерсен Шупашкара тухса кайнă. Çип арлакан профессине алла илнĕ хыççăн пир-авăр комбинатĕнче ĕçлеме пуçланă. Тĕрлĕ районтан пынă хĕрсемпе пĕрле ĕçленĕ вĕсем. Уйрăмах анне Вăрмар район хĕрĕсене аса илет, мĕншĕн тесен вĕсене пула-çке унăн Тикаш каччипе паллашма тÿр килет. Юлташ хĕрĕн туйне килсен вăл аттепе, Владимир Иванович Васильевпа, паллашать. Çав паллашу кунĕсене анне халĕ те кула-кула аса илет. Çапла вара 1994 çулта Тикаш ялĕнче тепĕр çĕнĕ çемье хутшăнать.

Аттепе аннене эпир питĕ юрататпăр. Вĕсем пирĕншĕн тем тума та хатĕр пулнине туймасăр тăма пултараймастпăр.

Çак туслă та ĕçчен çемьере эпир виççĕн çитĕнетпĕр. Аня Тикаш шкулĕнче 3-мĕш класра вĕренет. Ăна кура эпĕ те лайăх вĕренме тăрăшатăп. Пирĕн юратнă йăмăк, Света, 2005 çулта çуралнă. Вăл ача садне çÿрет. Чĕвĕл-чĕвĕл сассипе, ăшă куллипе хăй патне илĕртет.

Тикаш ялне пурăнма куçсанах пирĕн анне малтан сысна ферминче ĕçленĕ, унтан ăна пăрусем пăхма куçарнă. Пурнăç улшăнса пынă май, аннен фермăран кайма тивнĕ. Ялти клубра, унтан шкулта тирпейлÿçĕре ĕçленĕ вăл. Халĕ пирĕн анне шкул столовăйĕнче ĕçлет, вĕренекенсемпе вĕрентекенсене, садике çÿрекен пĕчĕк шăпăрлансене тутлă та техĕмлĕ апат пĕçерсе çитерессишĕн тăрăшать. Пăхатăп та эпĕ анне çине тĕлĕнетĕп: мĕн чухлĕ ăш пиллĕх, ырă кăмăл, ăшă кулă, сăпайлăх унра. Çепĕç сасси, калаçăвĕ такамăн сÿрĕк кăмăлне те уçса яма пултарать.

Пире, виçĕ ачине, вĕрентсе кăларса пурнăç çулĕ çине çирĕп тăма пулăшассишĕн ырми-канми ĕçлеççĕ пирĕншĕн çĕр çинчи чи хаклă çынсем - юратнă аннепе атте. Эпир те вĕсен шанăçне тÿрре кăларма тăрăшатпăр.

Тикаш шкулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика