28 ноября 2009 г.
Районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен уйрăмĕ районти обществăлла воспитательсемпе тата райадминистрацинчи çул çитмен ачасене пăхса тăракан комиссипе тачă çыхăнса ĕçлет. Иртнĕ 9 уйăхра комисси 21 канашлу ирттернĕ, 92 материал пăхса тухса ĕçе янă. Шкулсене тăтăшах тухса çÿресе профилактикăлла тĕрлĕ мероприятисем ирттернĕ, ашшĕ-амăшĕсемпе курса калаçнă. Кăçалхи сентябрь уйăхĕ тĕлне 43 ача учетра тăрать. Обществăра харпăр хăйне тытма пĕлмен тата преступлени çулĕ çине тăма пултаракан йывăртарах характерлă ачасене вырăнти депутатсем çумне çирĕплетнĕ. Милицин участокри уполномоченнăйĕсем те çул çитменнисемпе интересленсех тăраççĕ. Вĕсемпе пĕрле тата ашшĕ-амăшĕн комитет членĕсемпе ачасем патне килĕрен çÿресе пурнăç условийĕсемпе интересленнĕ, ашшĕ-амăшĕсен тивĕçĕсене пурнăçламаннисемпе те уйрăммăн калаçнă, юлашки 9 уйăх тĕлне 12 ашшĕ-амăшĕ учетра тăраççĕ. Райадминистрацин вĕрентÿпе культура пайĕсемпе, тĕп больницăн ĕçченĕсемпе, шкулсенчи профилактика канашĕсемпе пĕрле тăтăшах ялсене тухса çÿресе ăнăçсăр çемьесене тупса палăртатпăр. Юлашки вăхăтра кун пек çемьесем йышлансах пыраççĕ. Вĕсенчи ачасене реабилитаци центрне вырнаçтарассипе те тăрăшатпăр. Январь-сентябрь уйăхĕсенче 30 ачана Арапуçĕнчи реабилитаци центрне вырнаçтарнă.
Çул çитмен ачасем преступлени çулĕ çине ан тăччăр тесе тĕрлĕрен рейдсем ирттеретпĕр.