АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат парнисемшĕн

28 ноября 2009 г.

Районти Спорт çуртĕнче вырăс шашкипе выляса районта мала тухассишĕн ирттернĕ ăмăртусене тата чемпионата çÿллĕ шайра йĕркелерĕç. Ăмăртусен тĕллевĕ сывă пурнăç йĕркине пропагандăласси, шашка вăййине малалла аталантарасси, спортсменсем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетесси тата пултаруллă спортсменсем тупса палăртасси пулчĕ.

Ăмăртăва хутшăнакансене чи малтанах районти «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн тĕп редакторĕ П.Алексеев саламларĕ, ăнăçусем сунчĕ.

- Шашкăлла ăста выляма вĕренесси пирĕн район çамрăкĕсемшĕн хăйне евĕрлĕ уйрăмлăх пулмалла. Акă Кавалта çуралса ÿснĕ А.Фомин республикăра чи малтан (1965) шашка енĕпе СССР спорт мастерĕн нормине пурнăçланă, «Урожай» ирĕклĕ спорт обществин Тĕп совечĕн чемпионĕ пулнă. Çак ялтанах тухнă Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ю.Козырев тата Н.Дмитриев СССР спорт мастерĕсем темиçе хутчен те республика чемпионĕ ятне çĕнсе илнĕ. Камран тĕслĕх илмелли пур пирĕн. Çав вăхăтрах пире акă мĕн пăшăрхантарать: эпир çамрăксене, уйрăмах шкулта вĕренекенсене, шашкăлла выляма явăçтарас енĕпе çителĕксĕр тăрăшатпăр, кирлĕ условисем туса памастпăр. Ялти кашни клубра, культура çурчĕсенче тата шкулсенче шашкăлла выляма вĕренмелли секцисем уçмалла, çамрăк шашистсем хушшинче ăмăртусем йĕркелемелле. Çавăн чухне кăна эпир çĕнĕ талантсем хатĕрлесе тупса палăртма пултаратпăр, - терĕ Петр Васильевич.

Паянхи турнира хутшăнса пирĕн пата республикăн темиçе хут чемпионĕсем - спорт мастерĕ В.Малов (Шупашкар), спорт мастерĕн кандидачĕсем - А.Шишов, А.Косарев (Тăвай районĕ), Ю.Владимиров (Шупашкар) тата ытти пултаруллă спортсменсем килнĕ.

Ăмăрту йĕркипе СССР спорт мастерĕ, темиçе хут республика чемпионĕ пулнă, республика категориллĕ судья Н.Дмитриев паллаштарчĕ.

Тупăшăва пурĕ 12 спортсмен хутшăнать. Турнир Положенийĕпе килĕшÿллĕн кашнин пĕр-пĕринпе тĕл пулса вылямалла, пурĕ 11 турта тупăшмалла. Акă çивĕч кĕрешÿ пуçланчĕ. Виçĕ сĕтел хушшине хире-хирĕç ларса тухнă шашистсем шашкăсене васкамасăр, тĕплĕн шухăшласа шутараççĕ.

Мана уйрăмах çакăн пек сумлă турнира пуçласа хутшăнакан Тикаш шкулĕн чемпионĕ, тăххăрмĕш класра вĕренекен Хĕрлĕçыр каччи Исай Федоров мĕнле выляни кăсăклантарчĕ. Çамрăк пулин те, самай пысăк опыт пухнă, чапа тухнă спортсменсем умĕнче çухалса каймарĕ вăл. Улттăмĕш турта унăн пĕрремĕш разрядлă Н.Ермолаев (Эçпепе) спортсменпа тупăшма тÿр килчĕ. Вăйă никам çĕнтерейменнипе вĕçленчĕ. Часах унăн инвалидсем хушшинчи Раççей чемпионĕпе, спорт мастерĕпе, республика чемпионĕпе В.Маловпа вылямалла. Ку хутĕнче те çак пысăк шайри пултаруллă спортсмена парăнмарĕ вăл. Нихăшĕ те çĕнтереймерĕç, çуршар очко пухрĕç. Вăйă вĕçленсен вĕсен хушшинче çапла калаçу пулса иртрĕ:

- Эсĕ хăш тренер патĕнче ăсталăха туптатăн; - ыйтрĕ çамрăкран спорт мастерĕ.

- Ун пек вĕрентме хăнăхтараканни никамах та çук. Хамăрла, хамăр пек вылякалатпăр, - ответлерĕ Исай.

Виталий Абрамович спорт мастерĕ вара унăн пуласлăхĕ лайăххине шантарни çинчен хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ.

Акă, ăмăртусем вĕçленчĕç те ĕнтĕ. Н.Дмитриев тĕп итогсемпе паллаштарчĕ. Пĕрремĕш вырăна 9,5 очко пухса Ю.Владимиров (Шупашкар) тухрĕ. Пирĕн ентеш, спорт мастерĕ О.Вакин 8,5 очко пухса иккĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ. А.Косарев (Тăвай) 8 очко пухрĕ, виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ.

Районти «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн яваплă секретарĕ В.Толматов турнирта çĕнтернисене район администрацийĕпе районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕн грамотисемпе наградăларĕ, хаклă парнесем парса чыс турĕ, çитес çур çулăн пĕрремĕш çулĕнче илсе тăма район хаçатне çырăнтарса парасси çинчен пĕлтерчĕ.

Çивĕч кĕрешÿре Н.Ермолаевпа (Эçпепе) В.Николаев (Тăвай районĕ) тивĕçлĕ очко пухса пĕрремĕш разрядлă спортсмен пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕç. Н.Дмитриев спорт мастерĕн воспитанникĕсем В.Евгеньевпа Э.Владимиров (иккĕшĕ те Кавалтан) 4-4,5-шар очко пухса, пĕрремĕш разряд нормине пурнăçлама пултарчĕç.

Лайăххипе пĕрлех, хăш-пĕр сĕнÿсем те парас килет. Пирĕн районта шашкăлла выляс енĕпе 4 спорт мастерĕ тата тăватă спорт мастерĕн кандидачĕсем - Ю.Михайлов (Мăнçырма), М.Егоров, Н.Кузнецов (Кавал), М.Сергеев (Çиçтĕпе) - хатĕрленĕ. Лайăх кăтарту ку. Мĕншĕн-ха кÿршĕллĕ Тăвай, Патăрьел, Кÿкеç районĕсенчи пек пирĕн районта та шашка-шахмат клубĕ уçмалла мар. Вăхăт çитнĕ пулĕ тесе шутлатăп.

Паллах, хуть те мĕнле ăмăрту та спонсорсен пулăшăвĕсĕр пулмасть. В.Енькова предприниматель районта физкультурăпа спорта аталантарма тивĕçлĕ тÿпе хывать. Ку хутĕнче те шашка турнирĕнче çĕнтернисене хаклă парнесем парса чысларĕ. Хаçат редакцийĕ çавăншăн Вера Михайловнăна тав тăвать, ĕçре ăнăçусем сунать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика