28 ноября 2009 г.
«Ĕç çынна çĕклет», - тесе ахальтен каламан ватăсем. Тикаш ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Çĕнĕ Вĕренер ялĕнче пурăнакан Галина Георгиевна Алексеева страхлакан агент пирки те çакнах каламалла. «Росгосстрах» компанин Чăваш Енри филиалĕн Вăрмарти страхлакан уйрăмĕнче вăл 1985 çултанпа тăрăшса вăй хурать. Çак тапхăрта пултаруллă Г.Алексеева миçе çын пурнăçне, пурлăхне, кил-хуçалăхне, выльăх-чĕрлĕхне инкек-синкекрен страхламан-ши; Шутласа пĕтерме те çук. Паян та ун аллинче 200 кил хуçалăхĕ шутланса тăрать. Кашнин патне вăхăтра çитме тăрăшать вăл. Хальхи вăхăтра Галина Георгиевна Тикаш тата Çĕнĕ Вĕренер ял çыннисене страхлассипе тимлет. Кунти клиентсем те ун ĕçĕпе кăмăллă. Вĕсемпе Г.Алексеева яланах тарават, ăш-пиллĕ калаçать. Росгосстрах системинче тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе пысăк ÿсĕмсем тунăшăн Г.Алексеева страхлакан агент Раççейри Росгосстрах компанин Хисеп грамотине илме тивĕçрĕ. Çак ятпа ăна Вăрмар поселокĕнчи страхлакан уйрăмĕн пуçлăхĕ И.Алексеева тата ĕçтешĕсем саламласа ырлăх-сывлăх сунчĕç. Галина Георгиевна мăшăрĕпе пĕрле икĕ ача çитĕнтерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă та ĕнтĕ. Чун йăпанăвне вăл юратнă ĕçре курать. Ку е вăл çынпа страхованин тĕрлĕ тĕсĕсемпе килĕшÿ тунисĕр пуçне вĕсемпе чуна уçса калаçать, кулленхи ыйтусене сÿтсе явма пулăшать. Унсăр пуçне май пур таран пулăшма та тăрăшать. «Çынна ăнланма тăрăшни, унпа пĕр чĕлхе тупма пултарни пирĕн ĕçре ÿсĕм çулĕпе пыма май парать», - тет Г.Алексеева страхлакан агент. Эппин пултаруллă ĕçчене малашне те тăрăшса вăй хума ăнăçусем сунар.