АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инкек авăрне çакланас мар

25 ноября 2009 г.

Çул çинчи çăмăлттайлăх чылай чухне пурнăçпа ылмашăнать. Çăмăлттайлăх вара ытларах эрех ĕçнине пула килсе тухать. Руль умне ÿсĕр пуçпа ларнă водитель преступникпа танах. Вăл авари туса хăйĕн тата ытти çынсен пурнăçне вăхăтсăр татма пултарать.

Эрех ĕçсе руль умне ларма юраманни пирки тăтăшах асăрхаттарса радиопа, телевиденипе тухса калаçаççĕ, çавăн пекех хаçат-журналсенче çыраççĕ, апла пулин те усĕр водительсем çул -йĕр правилине пăссах тăраççĕ. Эрех ĕçсе руль умне ларма юратакансем темĕн чухлех, çакă вара ытларах çамрăксем хушшинче палăрать. Акă, сăмахран, кăçалхи 10 уйăхра район территорийĕнче 79 водителе ÿсĕрпе тытса чарнă. Инкек-синкек куçа курăнса килмест теççĕ, кăçал ку таранччен 22 авари пулнă, вĕсенче 27 çын аманнă, 11 çын вилнĕ. Маларах палăртнă 79 водителе вăхăтра тытса чарман пулсан тата миçе авари пулса миçе çын инкек тÿснĕ пулĕччĕ-ши; Çакна асăрхаттарса калас килет: çул çине тухнă водитель çул-йĕр патрулĕн сотрудникĕсемшĕн автомашинăпа чупмасть, харпăр хăйшĕн, ременьпе çыхăнни те хăрушлăхран асăрханмах. Çул çине тухсан ГИБДД работникĕсем штраф хурасран хăраса çеç ременьпе çыхăнни питех те тĕрĕс мар. Автомашинăна та çилпе тавлашса хăваламалла мар, руль умне лартăн пулсан - водитель хăйшĕн те, юнашар ларса пыраканшăн та, çуран çÿрекенсемшĕн те яваплă пулмаллине манса каймалла мар. Харпăр хăй яваплăхне туймасан урамăн кашни кĕтеснех ГИБДД работникĕсене тăратса тухсан та аварисем пулĕç, вĕсем сире сыхласа çитереймĕç. Пурнăç пуриншĕн хаклă, çавăнпа та эрех ĕçнĕ пулсан руль умне ларма ан васка!

Техосмотр кăларман тата çул çÿреме шанчăксăр техникăпа çула тухма юраманнине кашни водитель питĕ лайăх пĕлет. Анчах та хăшĕ-пĕрисем ниме пăхмасăрах çул çине тухаççĕ. Çавăнпа та инкек авăрне çакланаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика