25 ноября 2009 г.
Раççей Федерацийĕн прокуратури çумĕнчи следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Канашри районсем хушшинчи следстви пайĕ Вăрмар поселокĕнче пурăнакан 20 çулхи гражданин пирки уголовнăй ĕç пуçарнă. Вăл амăшĕпе пĕрле пурăнакан 34 çулхи гражданина вĕлерсе никама систермесĕр çĕр айне чавса хунă. Çак гражданин пирки РФ Уголовнăй Кодексĕн 105 статйин 1 пайĕпе уголовнăй ĕç пуçарнă.
2009 çулхи сентябрĕн 8-мĕшĕнче ку гражданин хăйĕн тăван мар ашшĕне вĕлерни çинчен право йĕркине сыхлакан органа пĕлтернĕ. Çавна май унччен маларах хыпарсăр çухалнă гражданин пирки РФ Уголовнăй Кодексĕн 105 статйин 1 пайĕпе уголовнăй ĕç пуçарнă. Ку уголовнăй ĕçе тĕпченĕ май, çакă паллă пулнă: тăван мар ашшĕ амăшĕпе пĕрле 13-14 çул пурăннă. Çемьери çынсенчен пĕри те пĕр вырăнта ятарласа ĕçлемен. Вăхăт-вăхăтпа ĕçлеме тухкаласа кайкаланă. Пĕрле пурăнакансем хушшинче хирĕç-тăрусем вăхăт-вăхăтпа пулнă. Çав хушăра амăшне унпа пĕрле пурăнаканĕ хĕненĕ.
2008 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕнче çак арçын вăрçăннă вăхăтра хĕрарăм çине каллех алă çĕкленĕ. Хирĕç-тăрăва чарас тесе унăн ывăлĕ тăван мар ашшĕне тĕртсе янă. Унтан ăна темиçе хутчен пуçран çапнă. Çакăн хыççăн вăл çав вырăнтах вилнĕ. Арçын виллине çамрăк çын сарайне кайса хунă. Вăл унта 2-3 кун выртнă. Унтан тăван мар ывăлĕ хăйсем пурăнакан çуртран 30 метр айккинерех шăтăк чавса арçын виллине пытарнă. Амăшне вара никама та калама хушман. Анчах та 9 уйăхран вăл хăйех следстви органне пырса айăпне йышăннă. Çамрăк çынна преступлени тунăшăн тĕрмене хупса хунă. Кун пирки малалла тĕпчес ĕç пырать.