АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çынна пурнăç парнелĕр

25 ноября 2009 г.

Йывăр суран-и е операци, инфекциллĕ чир-и е пиçсе кайнă-и - пур чухне те юн е унран тунă хатĕрсем кирлĕ.

Çавăнпа та донорсенчен нумай çын пурнăçĕ килет. Çакна шута илсе ĕнтĕ республикăра та, пирĕн районта та донор кунĕсем йĕркелеççĕ. Çывăх вăхăтра ăна районти тĕп больницăн поликлиникинче ноябрĕн 26-мĕшĕнче ирттерме палăртнă. 18 çул тултарнă кашни сывă çын донор пулма пултарать. Çулталăкне 5 хут юн пама пулать, вĕсем хушшинчи тăхтав 9 уйăхран кая пулмалла мар. Çитĕннĕ çын организмĕнче 5-6 литр юн. Енчен унăн пысăк пайне çухатни вилĕм патне илсе пыма пултарать пулсан, 400-450 миллилитр пани сиен кÿмест, пачах урăхла - усă та пулать: юн тытăмне улăштарать, ĕçлес кăмăла çĕклет.

Юн панă кун ĕçлекен çыншăн ĕç кунĕ шутланать, унсăр пуçне тепĕр хушма канмалли кун, апат çиме 100 тенкĕ укçа параççĕ. Ырă ĕç тума хутшăнас текенсене пурне те ыран 9 сехетре поликлиникăн иккĕмĕш хутĕнче кĕтетпĕр. Çакна та каласа хăварас килет - 40 хут ытларах юн панă çынсене «Раççейĕн хисеплĕ донорĕ» паллă параççĕ. Вĕсем тĕрлĕ çăмăллăхсемпе усă кураççĕ: патшалăх е муниципаллă сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче черетсĕр сипленме, санаторипе курортсене кайма пуринчен малтан путевкăсем илме. Çавăн пекех РФ Правительстви çирĕплетнĕ йĕркепе çулталăкне пĕрре 6 пин тенкĕлĕх тÿлев илеççĕ. Донор сăмаха чăвашла «парнелекен» тесе куçарма пулать. Эппин çынна пурнăç парнелекен пулма васкăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика