25 ноября 2009 г.
Тĕнчере тахçанах шавлакан грипп хамăр ума çитсе тăчĕ. Ноябрĕн 3-мĕшĕнчен пуçласа паянхи кун тĕлне районта 651 çын шăнса пăсăлнипе (ОРВИ) тата грипп чирĕпе чирленине регистрациленĕ. Çав шутра 17 çул тултарнă ачасем - 486. Пысăк Енккасси, Энтрияль, Кавал, Мăнçырма, Чупай, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ шкулсенче тата Вăрмар поселокĕнчи «Зоренька» ача садĕнчи ачасем ытларах чирленине тата хăшĕ-пĕрисене йывăр фомăллă грипп ернине пула вăхăтлăха занятисем ирттермеççĕ. Ытти шкулсенчи тата ача сачĕсенчи руководительсемпе медицина работникĕсене чирлĕ ачасене вăхăтра пулăшу памаллине асăрхаттарнă.
Çак чир пирĕн районта ытлашши сарăлса ан кайтăр тесе тата хальхи вăхăтра чирлисене пулăшу парас тĕллевпе районти эпидемие хирĕç кĕрешекен санитари комиссийĕ шкул директорĕсемпе ача сачĕсен заведующийĕсене тата çак енĕпе ытти яваплă çынсене пухса лару ирттерчĕ. Малтанах район пуçлăхĕн В.Кирилловăн заместителĕ - вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ, çак комиссин председателĕ Ю.Соколов районта грипп чирĕ мĕнлерех аталанса пынипе паллаштарчĕ, чире хирĕç пĕр тăхтаса тăмасăр кирлĕ мерăсем йышăнмалли пирки асăрхаттарчĕ.
Район больницин тĕп врачĕн заместителĕ Н.Эсенкулов грипп чирĕ районта сарăлса пыни пирки тата больницăра чире хирĕç кĕрешсе туса ирттерекен мероприятисем çинчен пĕлтерчĕ. Çавăн пекех çак чирĕн паллисемпе тата чир хăçан ытларах сарăлма пултарни пирки, вăл лекнине сиссенех харпăр хăйĕн мĕн тумаллине тĕплĕн ăнлантарчĕ:
«Грипăн пур тĕсĕсем те, çав шутра А/Н1N1 та, пĕрешкелтерех палăраççĕ: шăнтать, ÿсĕрттерет, пыр ыратать, сăмса сывламасть, пуç, шăм-шак ыратать, кĕлеткене йывăр. Анчах А/Н1N1 грипп паллисем сезонлă грипран чылай йывăртарах пулаççĕ. Çавăн пекех тата асаплă йывăр ÿслĕк пулать, ÿсĕрсен сурчăкра юн паллисем курăнаççĕ, хăстарать, тула шĕвĕ тухтарать.
Чирлерĕр пулсан, хăвăр пирки те, таврари çынсем пирки те шухăшлăр.
Ун пек чухне килте юлмалла, хăвăр тĕллĕн сипленмелле мар, чир аталанма пуçласан малтанхи сехетсенчех тухтăра чĕнсе илмелле, вăл мĕн çырса панине пăхăнса пымалла. Чирлĕ çынсен ĕçе те, вĕренме те кайма юрамасть - эсир ыттисене чирлеттерес хăрушлăх кăларса тăрататăр!
Таврари çынсемпе тачă хутшăнасран сыхланмалла, уйрăмах вĕсен иммунитет хавшакрах пулсан, мĕншĕн тесен вĕсем чире çăмăллăнах çаклатма тата питĕ йывăррăн чирлесе ирттерме пултараççĕ. Унашкал çынсем шутне ватă çынсем (85 çултан иртнисем), вăрах чирсемпе (астмăпа диабетпа, чĕре тата юн тымарĕсен чирĕсемпе чирлекенсем, йывăр çын хĕрарăмсем, пĕчĕк ачасем (уйрăмах 2 çула çитиччен) кĕреççĕ. Ытти çынсемпе пĕр пÿлĕмре чухне вирус ан сарăлтăр тесе маска тăхăнăр. Сирĕн таврари çынсен грипăн йывăр формисемпе чирлес хăрушлăх пысăк пулсан çакă уйрăмах кирлĕ.
Пĕр-пĕрне сывлăх суннă чухне алă тытасран, чуп тăвасран, ыталанасран сыхланăр.
Ÿсĕрнĕ е сунасланă чухне сăмсапа çăвара пĕр хут усă курмалли тутăрпа хуплăр.
Пĕр хут усă курмалли сăмса тутрисене усă курнă хыççăнах ятарлă контейнерсене пăрахăр.
Алăсене тăтăшах супăньпе çăвăр е чире хирĕçле ятарлă гельсемпе сăтăрăр, уйрăмах ÿсĕрнĕ е сунасланă чухне салфеткăсемпе усă курнă хыççăн.
Шĕвек ытти чухнехинчен ытларах ĕçĕр.
Вăй-халпа усă курса ан ĕçлĕр.
Сирĕн çак паллăсем палăрма пуçласан пĕр тăхтаса тăмасăр тухтăра чĕнĕр:
- кăкăрта хĕсет, ыратать, сывлама йывăр;
- тутасем кăвакарнă;
- ÿсĕрсен cурчăкпа юн тухать;
- хăстарать, тула шĕвĕ хăвалать;
- пуç çаврăнать;
- çăмăллипе тула тухма йывăр.
Чир паллисем вăйланса пыма пуçласан сире васкавлă медицина пулăшăвĕ, çав шутра стационар та кирлĕ пулĕ.
Енчен те эсир килте чирлĕ çынна пăхатăр пулсан, сирĕн хăвăра та, килте пурăнакан ытти çынсене те сыхламалла. Ноябрĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа чирлĕ çынсем патне врачсем килĕрен çÿреççĕ. Хăвăра чирлĕ туйсан тĕп больницăна (2-17-97), Пысăк Енккассинчи (45-2-34), Энĕшпуçĕнчи (44-2-14), Кавалти (38-2-71), Арапуçĕнчи (30-2-02) пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсене шăнкăравламалла, ачасем чирлерĕç пулсан - 2-13-44 номерпе пĕлтерĕр. Сывă ачасене больницăна илсе килсе тĕрĕслеттерме вăхăтлăха чарнă. Çавăн пекех çын нумай пуçтарăнакан вырăна тухса çÿрессипе те вăхăтлăха тăхтамалла. Чирлĕ çынсене вăхăтра пулăшу парас тĕллевпе тĕп больницăри инфекци уйрăмĕнче ятарласа 6 койка-вырăн, ача-пăча уйрăмĕнче - 8 хатĕрленĕ. Вируса хирĕçле препаратсемпе антибиотиксем тата ытти тĕрлĕ эмелсем район больницинче çителĕклĕ» - терĕ Николай Алексеевич.
Халиччен пулман грипп чирĕ района çитни пурне те пăшăрхантарчĕ. Çавăнпа та районти эпидемие хирĕç кĕрешекен санитари комиссийĕн членĕсем эпидеми вăхăтĕнче чире хирĕç кĕрешессипе ятарласа хатĕрленĕ план-мероприятие тепĕр хут пăхса тухса тивĕçлĕ решенисем йышăнчĕç. Ноябрь - декабрь уйăхĕсенче тата çулталăкĕпе туса ирттермелли ĕçсене палăртрĕç. Вăл пурнăçланнине тĕрĕслесе пыма комисси председательне Ю.Соколова çирĕплетрĕç. Ларăва район пуçлăхĕ В.Кириллов хутшăнчĕ, чире хирĕç пурин те кар тăрса кĕрешмеллине, асăрхансан чир хăрушă маррине палăртрĕ.