АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Курни-илтни усса кайĕ

25 ноября 2009 г.

Райадминистрацин ларусен залĕнче культура, социаллă аталану тата архив ĕçĕн пайĕ, районти тĕп библиотека йĕркеленипе «Библиотекăсем тата вырăнти влаç: пĕрле ĕçлемелли çул-йĕрсем» ятпа çавра сĕтел иртнĕ. Унăн ĕçне хула ял тăрăхĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем, библиотекăсен заведующийĕсем хутшăннă.

Влаç тытăмĕнче ĕçлекенсемпе библиотека ĕçченĕсен пĕрле пухăнса сÿтсе явмалли тахçантанпах чылай пухăннă, çавăнпа калаçу та питĕ ĕçлĕ пулса иртнĕ. Тĕп библиотекăн методика пайĕн заведующийĕ Т.Федорова «Библиотекăсен хăй тытăмлăх системинчи вырăнĕ» кĕнекен презентацине ирттернĕ, Г.Алексеева заведующи хальхи вăхăтра библиотека ĕçне епле йĕркелессипе паллаштарнă. Аслă Чак ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.Ухин хăйсен тăрăхĕнче çак ĕç мĕнле пулса пыни çинчен пĕлтернĕ. Чулкас, Пысăк Енккасси, Арапуç библиотекисен заведующийĕсен Н.Владимирован, Н.Никонорован, Н.Васильеван тухса калаçнисене итленĕ. Энтрияль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Андреев хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсене кирлĕ информаци илме, библиотекарьсене Интернета кĕме мĕн чăрмантарни пирки каланă.

Райадминистрацин культура, социаллă аталану тата архив пайĕн пуçлăхĕ Г.Петрова ялти культурăпа кану центрĕсене çĕнĕлĕхсем кĕртесси мĕнле пулса пынипе паллаштарнă. «Çавра сĕтел» вăхăтĕнче курни-илтни вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсемшĕн те, библиотекарьсемшĕн те питĕ кирлĕ те усăллă пулнине палăртмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика