25 ноября 2009 г.
Халăх сывлăхне сыхлас ĕçре хальхи вăхăтра сиплев учрежденийĕсене аталантарса тата эмелсен шучĕпе кăна витĕмлĕ кăтарту тума май çук. Кунта сывă пурнăç йĕркипе, спортпа туслă пулни пĕлтерĕшлĕ. «Ăспа пурăнсан им-çам кирлĕ мар», - тесе ваттисем ахальтен каламан. Çавна май республикăри хуласемпе районсенче физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли тĕнче класлă комплекссем тума палăртнă. Халĕ вĕсен йышĕ 20 ытла та. Вĕсенчен пĕри пирĕн районти «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕ çынсен сывлăхне çирĕплетессипе тимлет. Шкул ачисен, районта пурăнакан граждансен сывă пурнăç йĕркине хастаррăн йăлана кĕртме, спортпа туслашассине çирĕплетме кунта пур условисем те çителĕклĕ. Виçĕ хутлă капмар çуртра сывă пурнăç йĕркине тытса пымашкăн тĕрлĕ тренажер залĕсем, çамрăк ăрăва тата аслисем валли шыва кĕмешкĕн бассейнсем, ирĕклĕ майпа кĕрешме вĕренмелли залсем, массаж кабинечĕ, фитнес залĕ тата ытти те.
Хальхи вăхăтра кунта Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем активлă çÿреççĕ. Вĕсемшĕн ку чăн-чăн парне темелле. Поселокри ачасем çуллахи вăхăтра шыва кĕме ниçта кайма çуккипе антăхнă пулсан, халĕ вара вĕсем çанталăкăн тĕрлĕ вăхăтĕнче те кунта килсе кĕме пултараççĕ. Шывра ишме пĕлменнисене специалистсем ятарласа вĕрентеççĕ. Кунта килме кăмăл пуррисен çакна манмалла мар: хăвăрпа пĕрле медицина тĕрĕслевĕ тухнă справка пулмалла. Çавăн пекех шыва кĕмелли ятарлă хатĕрсене пĕрле илмелле. Ачасене шыва кĕмешкĕн ятарлă бассейн пур. Ăна кашнинчех тасатса, çĕнетсе тăраççĕ. Çамрăк ăрăва шыва кĕртессипе ятарлă инструктор ĕçлет.
Аслăраххисем валли те уйрăм бассейн пур. Вĕсем кунта шыва кĕме, хăвăртлăхпа ишме те пултараççĕ. Бассейнран тухнă хыççăн душ кабинисенче çăвăнма пулать. Çитес вăхăтра вĕри чейпе сăйланма ятарласа буфет йĕркелеме палăртнă.
«Малашлăхра районти шкулсем хушшинче шывра хăвăрт ишессипе ăмăртусем ирттерес тĕллевлĕ эпир. Унсăр пуçне республика пĕлтерĕшлĕ ăмăртусене те ирттерме планлатпăр», - тет физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ О.Иванов.
Ăс-хакăлпа ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен çирĕп пулас тесен тренажер залĕсене çÿрени усăллă. Массаж кабинетĕнче те çын ÿт-пĕвне сиплеççĕ. Пĕтĕмĕшле каласан физкультурăпа спорт комплексĕ çынсен пурнăç йĕркине улăштарать, пурăнас кун-çула вăрăмлатать.