АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕлле шухăшлани кирлĕ

25 ноября 2009 г.

Ноябрĕн 12-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Д.Медведев Федераци Пухăвне яракан çулленхи Çырупа паллаштарчĕ. Мĕн каламалли пур ĕнтĕ - эпир паянхи кун çăмăл мар вăхăтра пурăнатпăр. Çак лару-тăруран мĕнле тухмаллине Президент çивĕччĕн çутатса пама пултарчĕ, коррупци каналĕсене хупма, терроризма, патшалăхăн анлă утăмĕсене ура хума хăтланакансене питлерĕ, ирсĕрле йĕркесене пĕтерме хушрĕ, право системинче, халăх интересĕсен структуринче вăй хуракансен витĕмне ÿстермеллине каларĕ. Ирсĕрле йĕркесене хыттăн йĕрлеме сĕнчĕ, айăплисене çирĕп ответ тыттармалла, терĕ. Çакна эпир пĕтĕм чĕререн ырласа йышăнтăмăр.

Çĕнĕ çул та аякрах мар. Кĕçех алăкран шаккаса хăй килсе çитни çинчен кашнине хыпарлĕ. Ăна эпир каçсерен, ирсерен чÿрече ÿкерчĕкĕсем тăрăх курса, туйса тăратпăр. Килес 2010-мĕш çула çĕршыв ертÿçи «Вĕрентекен çулталăкĕ» пулмалла терĕ. Вĕрентекенĕн чыс-хисепне, тараватлăхне, сумне пысăка хумасан, вĕсен умĕнчи ответлăха туймасан, пирĕн малашлăх вучахĕ пачах та сÿнсе ларĕ. Вăл вара, куратпăр ĕнтĕ, тĕлкĕшсе йăсăрланма кăна пуçларĕ, 10-шар, 100-шер вĕренÿ заведенийĕ пулсан та. Унтан тухакан специалистсен пĕлĕвĕ - питĕ пĕчĕккĕ мĕн. Укçа-тенкĕ пуç пулса тăрать халь, пĕлÿ шайĕ мар. Ашшĕ-амăшĕ хăйсен тĕпренчĕкĕсене ăслă-тăнлă курасшăн, çавăнпа та вĕренÿ заведенийĕсенче лайăх пĕлÿ парасса кĕтет.

«Вĕрентÿ системине йăлтах çĕнетсе улăштармалла. Çĕнĕрен ырă улшăнусем кĕртмелле, инноваци йĕркине çирĕп пăхăнмалла», - малалла каларĕ Президент. Пирĕн çĕршывран ăслă та «çутă пуçсем» тухса кайни те çакăн çинченех калать. Вĕсене тивĕçлĕ шалупа тивĕçтерменни, çĕнĕрен туса кăларакан технологисене пăхăнманни, кивĕллех ĕçлеме хăнăхни пысăк инкек патне çитерме пултарать.

Пирĕн республикăри пур хуласемпе районсенче те, вырăнти хăй тытăмлăх администрацийĕсенче те Раççей Президенчĕн Çырăвне тарăннăн сÿтсе яваççĕ. Ăна эпир пурте пысăка хурса хаклатпăр. Хаклатпăр çеç мар, мăнаçланатпăр та, çут малашлăх пуласлăхĕшĕн ĕмĕтленетпĕр. Пирĕн паллă, кăвар чĕреллĕ поэтăмăр Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа иртнĕ кунсенче 110 çул çитрĕ. Сăвăсенче унăн ĕмĕр асра тухми йĕркесем сăнарланнă. Хастаррăн, хыт утăмлăн кун-çул уттипе утма чĕннĕ.

Ĕмĕтленни, малашлăха пăхни пурнăçа кĕрсе пытăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика