21 ноября 2009 г.
Пирĕн район территорийĕнче чи малтан çветтуй Михаил Архангел чиркĕвĕ ĕçлеме пуçланă. Ăна Кавал салинче 1748 çулта, тепĕр çăл куçсем пĕлтернĕ тăрăх 1757 çулта хăпартса лартнă. Вăл пĕр престоллă, йывăçран тунă çурт пулнă. Ун вăрăмăшĕ 13, сарлакăшĕ 4, карниз çÿллĕшĕ 2 хăлаçпа танлашнă, икĕ кăмакапа хутса ăшăтнă. Чиркĕве Çĕнĕ Вĕренер, Кивĕ Шулхан, Эçпепе, Кивĕ Вĕренер, Йăвăнчă, Эччель (халĕ иккĕшĕнче халăх тутарланса кайнă), Пăвакасси çыннисем - 1915 çул тĕлне 766 хуçалăхран - çÿренĕ. 2 священникпа 2 псаломщик, 1 диакон пулнă. Чиркĕве 1936 çулта хупнă. 2003 çулта Кивĕ Вăрмар ял администрацийĕн çĕрĕ çинче Чулкасри Çветтуй Троица чиркĕвĕн настоятелĕ Владимир атте (Владимир Александрович Байгушев) ертсе пынипе Михаил Архистратиг чиркĕвне тума пуçлаççĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2004 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнчи 138 номерлĕ йышăнăвĕнчен:
«Вăрмар-Кавал-Нăрлат» республика авто çулĕн Кивĕ Вăрмар еннелле пăрăнса кĕрекен вырăнĕнчи Вăрмар район администрацине пăхăнса тăракан 1,875 гектар çĕре ятарлă тĕллевпе усă куракан çĕрсен шутне кĕртсе саккун пăхнă йĕркепе Михаил Архистратиг православи чиркĕвĕ тума уйăрас».
2004 çулхи ноябрĕн 4-мĕшĕнче хăпартакан чиркĕве Шупашкар - Чăваш митрополичĕ Варнава килсе пил панă. 2005 çулхи февралĕн 17-мĕшĕнче Савватий епископ тин хута кайнă чиркĕве çветит тунă. Кăçалхи август уйăхĕнче Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава тепĕр хут килнĕ, чиркÿ настоятельне Владимир аттене 20 çул ытла Турă вĕрентĕвне халăх хушшинче сарнăшăн мăйăран çакса çÿремелли илемлетнĕ Хĕрес тата Палица (Турă хĕçĕ) панă.