АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Михаил Архангел кунĕ

21 ноября 2009 г.

Православи тĕнĕ ноябрĕн 21-мĕшĕнче çветтуй Михаил Архангел ятне чысласа уяв ирттерет. Çак уявра кĕлĕсенче пĕтĕмпех Михаил Архангела чысласа, вăл пĕлĕтри вăйсен аслă ертÿçи, шуйттансемпе усалсене хăваласа ярса эсрелсене хирĕç кĕрешнине, пур инкексенчен сыхласа тăнине халалласа ирттереççĕ. Турăшсем çинче Михаил Архангела тимĕр хĕç тумтир тăхăнса, щитпа вутлă хĕç тытнă çар çынни пек ÿкернĕ. Вăл хăрах урипе дракон-усала таптаса тăрать. Михаил çветтуй тĕлĕнмелле хăватлă ĕçсем туса ирттернĕ. Турă кĕнекинче палăртнă тăрăх Денница ангелсен пĕр ушкăнне хăй хыççăн ертсе кайнă. Пĕлĕтри вăйсен полководецĕ Михаил Архангел хăйсемпе пĕрле юлнă ангелсене пăхса Саваоф Турра мухтаса асăннă, Денницана питех те намăслантарнă. Çакăнтан вара Турă панипе вăл тĕрлĕ хăватсем тума тытăннă. Унăн хăвачĕсем: чир-чĕртен юсанма пуш хирте çăл куçĕ уçнă, усал вăйсем чиркĕве пĕтерме шутланине хирĕç тăрса хăтарса хăварнă, унăн священникне Архипа вилĕмрен çăлнă, хăш вырăнта чиркÿ лартма май пуррине ăнăçлă кăтартусем панă. Çамрăксене вилĕмрен çăлса хăварассипе ытти хăватсем те унăнах пулнă. Михаил Архангел хăйĕн хĕçĕпе яланах тĕне ĕненекенсене усалтан сыхласа тăни паллă. Унпа пĕрле - Турра парăннă, ырăпа палăрнă ангелсем. Ангелсем хăйсене кура тĕрлĕ шайра тăракан чинсене пайланнă. Вĕсем куçа курăнман ÿтсĕр вăй-хăватсем. Чи çÿлти чин - Серафимсем - вут-кăвар пек хĕрÿ, Турра юратакансем, аяларах - Херувимсем çуталса çиçекен, Туррăн пĕтĕм шухăш-кăмăлне пĕлсе тăракансем. Архангелсем - пĕлĕтри пысăк вăрттăнлăхсене пĕлтерсе тăракансем. Ангелсем - çынсен чунне сыхлакан, пысăках мар вăрттăнлăхсене пĕлекенсем тенĕ. Пур ангелсен ушкăнне илсен 7-шĕ кăна хăйсен ячĕпе çÿреççĕ. Михаил - пĕлĕтри вăйсен пуçлăхĕ, усал тĕттĕм сывлăшсене хирĕç кĕрешекен; Гавриил - Туррăн никама паллă мар шухăшĕсене пĕлсе тăракан; Рафаил - сусăрлăхран сывалма пулăшакан; Уриил - чуна вĕрентекен, Салафаил - Турă умĕнчи молитвенник, Иегудиил - Турра мухтакан; Варахаиил - Турă ырă суннине пĕлтерсе тăракан; Иеремиил - ырă шухăшсене хушса тăракан, чуна Турă патне çитерекен.

Михаил çветтуй Архангел соборне ноябрĕн 21-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. «Собор» сăмаха икĕ енлĕ ăнланмалла: 1) пуху, ĕненекенсем Михаил Архангела чыслама пухăнни; 2) уяв хăй çак «Собора» халалласа ирттерни е ĕненекенсем пур ангелсене чыслама пухăнни. Михаил Архангел çинчен çветтуй çинчен çырса хăварнисене шута илсе православи чиркĕвĕ анлăн палăртать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика