21 ноября 2009 г.
Экономикăпа финанс кризисĕ халăх хуçалăхĕн пур отрасльне те пырса тиврĕ. Производство калăпăшĕн индексĕ, ĕç укçи чакнă, штатсем кĕскелнĕ. Çынсен пурнăçне май пур таран çăмăллатас тĕллевпе Чăваш Ен правительстви халăха ĕçпе тивĕçтерме хушма пулăшу кÿмелли тĕллевлĕ программа хатĕрленĕ. Унта чылай предприяти хутшăннă, инвестици, инноваци проекчĕсене пурнăçланă. Чăваш Республикинчи халăха хушма ĕçпе тивĕçтерессин республикăри тĕллевлĕ программине пурнăçласа 2009 çулта ЧР промышленность тата энергетика министерстви пăхса тăракан 78 промышленность предприятийĕ хутшăннă. Вĕсенчен 73 предприяти хушма ĕçпе тивĕçтерессипе Чăваш Енри ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службипе килĕшÿ тунă. Çавна май 23967 çынна (136,7 миллион тенкĕлĕх) ĕç вырăнĕсем тупса панă. Чăваш Республикин промышленность тата энергетика министерствин даннăйĕсемпе килĕшÿллĕн «Вăрмарти çĕвĕ фабрики» акционерсен хупă обществи ĕç вырăнĕпе тивĕçтерессипе малти вырăнта.
Хальхи вăхăтра мĕнлерех ĕçлесе пырать - ха ку предприяти? Финанс кризисĕнчен тухма пултарайчĕ-ши? Çакă тата ытти ыйтусем тавра пулчĕ пирĕн калаçу «Вăрмарти çĕвĕ фабрики» акционерсен хупă обществин директорĕпе С.Белоусовапа.
- Светлана Николаевна, тĕнчене финанс кризисĕ çавăрса илнĕ май, сирĕн предприяти çак лару-тăрăва мĕнлерех чăтса ирттерчĕ?
- Çулталăк пуçламăшĕнче пире ĕçлеме йывăр пулчĕ. Мускаври çĕвĕ фирмисемпе халиччен тачă çыхăну тытнă май, вĕсенчен заказсем пĕр вăхăт сахалланчĕç. Вĕсене те финанс кризисĕ йывăрлăха кĕртнĕ пирки пире те малтанхи çур çулта пĕрре те çăмăл пулмарĕ. Çак тапхăрта фабрикăран тухса каякансем те пулчĕç. Ытларахăшĕ вара йывăрлăхсене чăтса тухма пултарчĕ. Анчах та эпир кризис тесе пĕрре те алă усса ларман. Заказ сахалтарах вăхăтра хамăр вăйпах фабрикăра тĕрлĕ юсав ĕçĕсем пурнăçларăмăр. Цехсене шал енчен илемлĕ сăн кĕртрĕмĕр. Республика кунĕ пирĕн районта иртнĕ май, чылай ĕçсем пурнăçларăмăр. Фабрика территорине тирпейлерĕмĕр, умне клумбăсем туса чĕрĕ чечексем лартрăмăр. Çак ĕçе çитес çул та пурнăçлама палăртатпăр. Йывăр вăхăтра пире район пуçлăхĕ В.Кириллов, райадминистрацин экономика, промышленность, суту-илÿ тата экономика аталанăвĕн пайĕ, районти ĕçпе тивĕçтерекен центр пулăшрĕç. Районти ĕçпе тивĕçтерекен центрпа килĕшÿ туса хушма ĕç вырăнĕ 48 йĕркелерĕмĕр. Районти тĕп больница (тĕп врачĕ Н.Васильева) пире вырăн таврашĕ тата ытти тĕрлĕ продукци çĕлеме заказ пачĕ. Шупашкарти «Текстиль» предприяти те пире йывăр вăхăтра пăрахмарĕ, май пур таран тĕрлĕ заказсемпе тивĕçтерсе тăчĕ.
- Сирĕн предприяти хальхи вăхăтра еплерех аталанса пырать?
- Кăçалхи 10 уйăхри кăтартусем начар мар темелле. Çак вăхăт тĕлне 4 миллион та 800 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Мускаври «АиВ» суту-илÿ фирмипе, «Восток - Сервис», Шупашкарти «Текстиль Профи» фирмăсемпе тата ыттисемпе те тачă çыхăну тытатпăр. Хальхи вăхăтра вĕсем панă заказсемпе ĕçлетпĕр. «АиВ» суту-илÿ фирми валли ача-пăча, çамрăксем валли хĕлле тăхăнмалли курткăсем çĕлерĕмĕр. Халĕ вĕсем валлиех кĕркуннепе çуркуннесенче тăхăнмалли курткăсем çĕлетпĕр. Унсăр пуçне «Иней», «Докер», «Штурман», «Драйв» ятлă ĕç костюмĕсем хатĕрлетпĕр. Пирĕн предприяти налуксене, ĕç укçине вăхăтра тÿлесе пырать. Çулталăк вĕçлениччен илнĕ кредита та татса пĕтерес тетпĕр.
- Миçе бригада тăрăшса вăй хурать сирĕн фабрикăра? Кунта ĕçлеме килме кăмăл тăвакан çамрăксем пур-и?
- «Вăрмарти çĕвĕ фабрики» акционерсен хупă обществинче - 99, «Вымпел» тулли мар яваплă обществăра 45 çын тăрăшса вăй хурать. Çĕвĕ фабрикинче пурĕ 4 бригада йĕркеленĕ. Вĕсенчен пĕри - çамрăксен бригади - хăйĕн ĕçне пур кăмăлтан пурнăçласа пырать. Çавăн пекех материал касакан цехри ĕçченсене те палăртса хăварас килет. Кунта вăй хуракан Ю.Евстафьева, Н.Бочкарева, Л.Васильева, Л.Павлова, Л.Алексеева рабочисем хăйсен ĕçне пысăк пахалăхпа пурнăçласа пыраççĕ.
- Малашлăх тĕллевĕсем еплерех?
- Пурлăхпа техника базине пуянлатас тĕллев лартнă. Çавна май çитес вăхăтра материал касакан тепĕр хатĕр туянасшăн. Çитес çул фабрикăра тĕрлĕ юсав ĕçĕсем тума палăртатпăр.
Пĕтĕмĕшле каласан, малашлăха пăхса ĕçлетпĕр. Çамрăксем пирĕн рете тăрсан эпир яланах хавас.