АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сÿтсе явмалли нумай пулчĕ

21 ноября 2009 г.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе кашни уйăхрах Вăрмар хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем райадминистрацинче пуçтарăнса канашлаççĕ. Унта райадминистрацин пай начальникĕсемпе секторсен заведующийĕсем тата ытти яваплă çынсем хутшăнаççĕ.

2009 çул вĕçленсе пынă май-ши е урăх сăлтавпа - калаçу ытларах укçа-тенкĕ тавра пычĕ темелле. Чи малтанах районти ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ В.Нестеров 2009 çулта ĕçсĕррисене пулăшу парасси ку таранччен еплерех пулса пыни, çавăн пекех уйăрнă укçа-тенкĕ тăкакĕсем пирки тĕплĕн ăнлантарчĕ. Вăрмар хула, ял тăрăхĕсем районти ĕçпе тивĕçтерекен центрпа таччăн çыхăнса ĕçленĕ май В.Нестеров каласа пани пурне те интереслентерчĕ, тĕрлĕ ыйтусем пачĕç, тавлашса та илчĕç.

«Раççей гражданĕсене - хăтлă çурт-йĕр» приоритетлă наци проекчĕ мĕнле пурнăçланса пыни çинчен райадминистрацин строительство, обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн начальникĕ А.Тихонов паллаштарчĕ. Çак программăпа хăш ял тăрăхĕсенче мĕнлерех ĕçленипе тĕслĕхсем илсе кăтартрĕ. «Ялсен социаллă аталанăвĕ» программăпа пурте тухăçлă усă кураççĕ теме çук, уйăрса панă укçа-тенкĕпе те тивĕçлипе усă курмаççĕ», - терĕ Александр Иванович. Тăлăх, ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнисене, нумай ачаллă çемьесене тата ытти социаллă пулăшу кирлисене пулăшу кÿни çинчен тата малалла та ку енĕпе тăрăшса ĕçлемелли нумаййи пирки чарăнса тăчĕ А.Тихонов. Вăл тухса каланинченех «Кивĕ кил-çурт» программăпа та районта аван ĕçлени палăрчĕ. Ку ыйту тавра та чылайччен пычĕ калаçу.

Санитари правилисене пăхăнса район территорине тасатса тирпейлесе тăрасси пирки тата ку енĕпе ятарласа схема туса хатĕрлессин йĕркипе райадминистрацин ял хуçалăх, экологи, çĕрпе пурлăх пайĕнчи специалист эксперт - эколог В.Сергеев паллаштарчĕ. Вăл каланинчен районта санитари правилисене çирĕп тытса пырасси çав тери чăрмавлă пулни палăрчĕ, хут ĕçĕсем те сахалах мар иккен кунта. Вăрмар хула, ял тăрăхĕсенче ĕçлекенсем те ку енĕпе тарăхса çитнĕ пулмалла, хăйсен кăмăлсăрлăхне палăртрĕç, тĕрлĕ ыйтусем пачĕç.

Юлашкинчен налук системин ĕçĕ-хĕлĕ пирки пычĕ сăмах. Ял пĕрлĕхĕсен тытăмĕнче автоматизациленĕ информаци системипе ĕçлессине лайăхлатасси, урăхла каласан вырăнта пурăнакан граждансем ăçта, хăçан çурални, хăш ялта, урамра, çуртра пурăнни тата ытти тĕрлĕрен даннăйсене компьютер çинче тĕрĕс те туллин палăртмаллине тĕплĕн ăнлантарчĕ Федераци налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 7-мĕш инспекцийĕн тытăмне кĕрекен Вăрмар районĕнчи территори подразделенийĕн тĕп инспекторĕ Т.Антонова. Пурнăçран уйрăлнă çынсене те вăхăтра палăртса пымаллине пĕлтерчĕ. Çĕр, пурлăх тата ытти тĕрлĕ налук тÿлесси яланах çивĕч ыйту пулнă, çавăн пекех юлать те. Çак ыйту таврах пулчĕ райадминистрацин ял хуçалăх, экологи тата çĕрпе пурлăх пайĕнчи çĕрпе пурлăх секторĕн заведующийĕн И.Андрееван калаçăвĕ те.

Канашлăва райадминистрацин ĕçĕсен управляющийĕ - организациллĕ ĕçсен пайĕн начальникĕ А.Павлов ертсе пычĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика