21 ноября 2009 г.
Налук служби бюджета укçа-тенкĕ килсе кĕрессине йĕркелесе пыракан управлени. Раççейре, Чăваш Енре, районта экономика аталанасси тата халăхăн пурнăçĕ лайăхланасси те вĕсен ĕçĕпех çыхăннă. Акă, «Российская газета» пĕлтернĕ тăрăх, Раççейре кăçалхи 10 уйăхра бюджета 5,79 триллион тенкĕрен мала кĕмен, çулталăкри планпа танлаштарсан 13,8 процент юлса пырать. «Чăваш Енре ку цифра 26 млрд тенкĕпе танлашать, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан самай пĕчĕкрех - 86 процент», - тесе палăртнă Федерацин налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçи А.Дергачев массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе тĕл пулнă чух. Пирĕн район бюджетне çак вăхăт тĕлне 70731 пин тенкĕ укçа кĕнĕ. Налукçăсем пуçа усмаççĕ, тĕрлĕ майсем шыраса бюджета укçа-тенкĕ кĕртессишĕн çине тăрса вăй хураççĕ, шанчăка çухатмаççĕ. Налукçăсем ура çинче çирĕп тăрсан, эпир те аптрамастпăр. Вĕсен паян профессиллĕ уяв, çак ятпа вĕсене саламласа налук органĕсем умне лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме ырлăх-сывлăх сунатпăр.