21 ноября 2009 г.
Районта иртнĕ Пĕрлехи информаци кунне ЧР Шалти ĕçсен министрĕ В.Антонов, Вăрмар район пуçлăхĕ В.Кириллов, «Чувашия» Полиграфипе издательство комплексĕ» патшалăх унитари предприятийĕн пай пуçлăхĕ В.Андреев, районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ И.Константинов, райадминистрацин ĕçĕсен управляющийĕ - организациллĕ ĕçсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов хутшăнса предприятисемпе организацисенче, хуçалăхсенче пулса вĕсенчи ĕç-хĕлпе тĕплĕн паллашнă. Унăн тĕп темисем: «РФ Президенчĕ Д.Медведев РФ Федераци Пухăвне янă Çырăвăн тĕп задачисене Чăваш Республикинче пурнăçа кĕртесси», «Чăваш Енри хуласемпе районсен социаллă-экономикăлла аталанăвне хушма мерăсемпе тивĕçтересси, социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парасси».
ЧР Шалти ĕçсен министрĕ В.Антонов ертсе пыракан ĕçлĕ ушкăн чи малтанах «Вăрмарти çĕвĕ фабрики» акционерсен хупă обществине çитсе курчĕ, унти ĕç-хĕлпе тĕплĕн паллашрĕ. Унăн директорĕ С.Белоусова информаци ушкăнне цехри çĕвĕçсен ĕçне кăтартса çÿрерĕ. В.Антонов министр кунта туса кăларакан продукцин пахалăхĕпе, ăна ăçта вырнаçтарнипе интересленчĕ. Çакна палăртмалла: «Вăрмарти çĕвĕ фабрики» акционерсен хупă обществи кăçал йывăрлăхсене пăхмасăрах малалла ăнтăлать. Пĕр вăхăт заказсемпе чăрмавсем килсе тухнă пулин те, обществăра вăй хуракансем ĕçсĕр ларман. Фабрикăна шал енчен пĕтĕмпех юсанă, сăрланă. Район администрацийĕпе, ĕçпе тивĕçтерекен центрпа тачă çыхăнура ĕçлесе йывăрлăхсенчен тухма пултарнă. Çав хушăра ĕç укçине те вăхăтра тÿлесе пынă. «Ăнтăлуллă аталанайман вăхăтра общество руководителĕсемпе кунти ĕçченсем пĕр чĕлхе тупса йывăрлăхсене парăнтарса пырса ăна упраса хăварма пултарни пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Ен Правительстви предприятисемпе хуçалăхсене аталанма пулăшассипе пысăк ĕç тăвать. Вĕсем ура çинче çирĕп тăччăр тесе тĕрлĕ субсидисем парать. Çавна май вырăнта туса кăларакан продукцине ытларах пахаламалла», - терĕ Вадим Валентинович. Вăл çавăн пекех çĕвĕçсен ĕçĕ-хĕлĕпе те паллашрĕ, вĕсене хумхантаракан ыйтусемпе кăсăкланчĕ.
Унтан ĕçлĕ ушкăн «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикине çитсе курчĕ. Район пуçлăхĕ В.Кириллов кунти ĕçченсене Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисемпе паллаштарчĕ, районăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕ çинче чарăнса тăчĕ. Унтан В.Антонов министра сăмах пачĕ. Вадим Валентинович чи малтанах «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикин директорне Н.Петрова «Раççей Федерацийĕн агропромышленность комплексĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнипе саламларĕ, ĕçре ăнăçусем сунчĕ. Малалла калаçу Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисем тавра пулчĕ. Вĕсене тишкернĕ май, В.Антонов министр йĕркелĕхпе саккунлăха та çирĕп пăхăнмалли çинчен каларĕ. Шкул ачисем алла аттестат илсен малалла тарăн пĕлÿ пухма хуласене тухса каяççĕ. Унта вара вĕсем хăйсене ирĕклĕрех тыткалама пуçлаççĕ. Тĕрĕс çул çинчен ан пăрăнччăр тесен ашшĕ-амăшĕн çав вăхăтра ачисемпе уйрăмах тимлĕрех пулмаллине те палăртрĕ. «Юлашки вăхăтра преступлени çулĕ çине тăнă çамрăксенчен ытларахăшĕ ялтан тухнă яшсем. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕсен ача мĕнле вĕреннипе, кану вăхăтне еплерех ирттернипе кăсăклансах тăмалла», - терĕ В.Антонов министр. Вăл Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕн милицин участокри уполномоченнăйĕ вырăнти халăхпа мĕнлерех çыхăнура ĕçленипе те кăсăкланчĕ.
Малалла ĕçлĕ çул çÿрев поселокри чукун çул вокзалне тăвакан вырăнта пулчĕ. Район пуçлăхĕ В.Кириллов вокзал хăпартас ĕç укçа-тенкĕ çитсе пыманнине пула вăраха тăсăлнине палăртрĕ. В.Антонов министр ку тĕлĕшпе май пур таран пулăшма шантарчĕ. Пĕрлехи информаци кунне районти шалти ĕçсен пайĕнче пĕтĕмлетрĕç. Вадим Валентинович районти шалти ĕçсен пайĕнчи кашни подразделенин ĕçĕпе паллашрĕ, хак пачĕ. Коррупци пирки те уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Айăпланакансен йышĕнче влаç органĕсем, правăна сыхлакан органсенче вăй хуракансем пуррине те каларĕ. Çавăнпа та шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлекенсен хăйсен хушшинче дисциплинăна вăйлатмаллине палăртса хăварчĕ.