18 ноября 2009 г.
«Ĕç çынна илем кÿрет», - текен ваттисен сăмахĕ паянхи кун та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăрмар район сучĕн председателĕ пулса вăй хуракан Клавдия Ананьевна Соловьева пирки те çакнах каламалла. 22 çул ытла вăл хăйĕн ĕçне пысăк яваплăхпа пурнăçласа пырать.
1984 çулта Пĕтĕм союзри юридици институчĕн Горькири филиалне куçăмсăр майпа вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Вăрмар районĕн халăх судĕнче судья пулса ĕçленĕ. 1992 -1993 çулсенче Вăрмар район халăх сучĕн председателĕн ĕçĕсене туса пыраканĕ пулса тăрăшнă. 1993 çулта ЧАССР Юстици Министерствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн К.Соловьевана Чăваш Республикин Вăрмар район сучĕн председателĕ пулма уйăрса лартнă. Унтанпа вăл пĕр улшăнмасăр çак должноçра вăй хурать. Ĕçĕн пахалăхне тата эффективлăхне ÿстерессипе, суд тĕрĕслĕхне тÿрре кăларасссипе, саккуна çирĕп пăхăнса ĕçлессипе тимлет. Унпа пĕрлех ăста кадрсем хатĕрлес, вĕсем аслă пĕлÿ илччĕр тесе чылай тăрăшать. Клавдия Ананьевна организаторла пултарулăхпа палăрса тăрать, суд аппарачĕн ĕçченĕсем, судьясем, район халăхĕ умĕнче пысăк хисепре.
Суд системин аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн, хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа чылай çул пурнăçласа пынăшăн Вăрмар район сучĕн председательне К.Соловьевана РФ Верховнăй Сучĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн «Суд системин хисеплĕ работникĕ» сумлă ята панă. Çак ятпа ăна ЧР Верховнăй сучĕн председателĕ Н.Порфирьев саламланă, ĕçре ăнăçусем суннă.
Сăмах май, çакна палăртса хăвармалла: Клавдия Ананьевнан икĕ хĕрĕ амăшĕн çулне суйласа илнĕ. Аслă хĕрĕ Наталия Саранскри юридици институтĕнче пĕлÿ пухнă. Халĕ вăл Мордва Республикин Верховнăй судĕнче вăй хурать. Кĕçĕн хĕрĕ Екатерина Саранскри юридици институтĕнче 5-мĕш курсра вĕренет. Эппин суд системинче вăй хуракансен династийĕ малалла та аталанса пырĕ.