18 ноября 2009 г.
Çулсем, кунсем... Ним сисĕнмесĕр иртсе пыраççĕ вĕсем. Акă уйрăм çын ĕмĕрĕнчи 90 çул хыçа юлчĕ. Сахал вăхăтах мар ку. Тем те курнă, тем те тÿснĕ, çапах аптраман. Ман сăмахăм çак вăрăм ĕмĕрлĕ çыннăн кун-çулĕ пирки пырать. Вăл - Григорий Николаевич Николаев , Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ, Мăнçырма ялĕнче пурăнакан ырă чунлă та сăпайлă, пуринпе те тарават çын.
Шурă çÿçлĕ вăрçă ветеранĕпе тĕл пулса калаçнă май аса илÿ çăмхи сÿтĕлсе пынăçемĕн иртнĕ кунсемпе çулсем алă тупанĕ çинчи пекех пĕрин хыççăн тепри яр-уççăн тухса тăраççĕ.
1919-мĕш çулхи ноябрĕн 18-мĕшĕнче чухăн хресчен кил-йышĕнче кун çути курнă Григорий Николаевич. Çемьере вăл пиллĕкмĕш ача пулнă, икĕ хĕрпе виçĕ ывăл ашшĕ-амăшĕн çуначĕ айĕнче хăйсен кун-çулне кунланă. Анчах пурнăç пĕр тикĕссĕн иртмест çав. Акă хăрушă выçлăх çулĕсем. Кашни килтех хуйхă-суйхă алхасать, выçлăх пĕтĕм халăха йывăр хуйхăпа хуçса хăварать. Çак хуйхă Николаевсен çемйине те пырса çитнĕ. 1921 çулта çемье ашшĕсĕр тăрса юлнă. Пĕчĕк Григорий çулталăк çурăра, аслисем те ура çине çирĕппĕн тăрайман-çке. Çапах тÿсмелле, выççине пăхмасăр, чир-чĕр мĕнне пĕлмесĕр ÿссе çитĕнет çамрăк ача.
1928 çулта 9 çулхи арçын ача ялти пуçламăш шкула вĕренме кĕрет. 1932 çулта Мăнçырмара çичĕ çул вĕренмелли шкул уçăлнă. Пуçламăш класс пĕтернĕ Григорий çак шкулта пĕлĕве малалла тăсать. Çуллахи каникул кунĕсенче вара колхозри пĕтĕм ĕçе кÿлĕннĕ вăл.
- 14 çул тултарсан анне лаша кÿлме вĕрентнĕ, çав çултанпах ялти ĕçсенчен пĕрре те пăрăнман. Лашасене мăшăрăн кÿлсе икĕ касăллă плугпа суха тунă. Уя тислĕк турттарнă, август пуçламăшĕнче аннепе пĕрле алла çурла тытса уйра тырă вырнă. Кайран кĕлет патне тырă турттарнă. Ял çумĕнчи йĕтемре çĕрĕпех молотилкăпа тырă çапнă. Çĕрĕпе ĕçлесе ывăнса кăшт каннă хыççăн кăнтăрла каллех кĕлте турттарнă. Ĕçленĕшĕн пĕр куна çур килограмм тырă панă. Йывăр пулнă пурнăç, питĕ йывăр, - хурлăхлăн аса илет ачалăх çулĕсене ветеран.
1937-мĕш çулта кăштах та пулин укçа ĕçлесе илес шутпа 18 çулхи çамрăк каччă районти комсомол комитечĕ панă путевкăпа Канашпа Шупашкар хулисем хушшине хывакан чукун çул çине ĕçлеме тухса кайнă. Тепĕр çултан вара Канашри вакунсем юсакан заводра рабочи пулса тăрăшать, каярахпа токарь специальноçне алла илет.
Григорий Николаев шкулта илнĕ пĕлÿпе çеç çырлахман, малашлăхра пĕлÿсĕр пурăнма çуккине ăнланса Шупашкарти политсовет шкулне вĕренме кĕрет. I-мĕш курс вĕренсе пĕтерсен ăна çар ретне илеççĕ. Çарта вăл пулеметчик пулма вĕренет. 1940-мĕш çулта Николаев салтака пограничниксен заставине куçараççĕ. Тулта шартлама сивĕ шатăртатнине те, питрен касса сивĕ çил вĕрнине те, ним чарăнми ислетсе çăвакан çумăра та, сывламалла мар шăрăх кунсене те тÿсме тивнĕ ăна пограничник постĕнче. Пограничник службинче тăнă чухнехи вăрçăн пуçламăш кунне çапла аса илет ветеран.
- 1941-мĕш çулхи июнĕн 21-мĕшĕнче çĕрле 12 сехетчен постра тăтăм, мана хам юлташ улăштарчĕ. Икĕ сехет выртса канма ĕлкĕрнĕ тĕле хĕвел анăç енчен аслати евĕр хăрушă сасă кĕрлеме тапратрĕ. Гарнизон командирне васкаса вăратрăмăр. Пăхатпăр - пирĕн çийĕн тÿпере тухăçалла самолетсем вĕçсе иртеççĕ. Çывăхрах снарядсем çурăлаççĕ. Унта та кунта хура тĕтĕм çĕкленет. Пирĕнпе юнашар застава та хĕмленет. Эпир хамăр поста пăрахмасăр, ылмашăнса икшер сехет хуралта тăратпăр. Рота штабĕнчен пирĕн пата приказ илсе килчĕç. Унта хушнă тăрăх пирĕн мĕн пур çар пурлăхне сирпĕтсе, ватса, çунтарса тĕп тумалла, тăшман аллине нимĕн те хăвармалла мар. Çапăçура кăна кирлĕ хĕç-пăшала хамăрпа пĕрле илсе заставăран 15 çухрăмра вырнаçнă тепĕр хулана куçатпăр, анчах кунта та пысăк чăрмавсем сиксе тухрĕç.
Малалла пире Белосток хули çывăхĕнче анлă оборона тытма приказ пачĕç. Нимĕçсем пирĕн çула пÿлсе хамăра ункăна çавăрса илчĕç. Пĕтĕм вăя пухса тăшмана аркатса ункăран пурпĕрех тухрăмăр. Малашнехи кунсем тата хăрушăрах. Белосток хулинчен тухса тепĕр хулана куçнă чух каллех тăшман ункине лекрĕмĕр. Каçхи тĕттĕмлĕхпе усă курса çеç ункăран тухма пултартăмăр.
Вăрçă хĕрнĕçемĕн хĕрсе пырать, тăшман алхасать. Верховнăй Главнокомандующи приказĕпе килĕшÿллĕн тăшман тылĕнче партизан отрячĕсем йĕркеленме тытăнчĕç. Эпĕ те çав партизан отрядĕнче разведкăсене çÿренĕ. Разведка вăхăтĕнчех аманнисем те пулнă. Сылтăм алла амантса пĕр уйăх госпитальте сывалнă хыççăн каллех разведка, каллех çапăçусем. Урари пуля татăкĕ вăрçăран хампа пĕрлех таврăнчĕ. 1996 çулта çеç районти тĕп больницăри В.Кириллов хирургăн ăста аллисем çав пульăна кăларса илчĕç. 1945-мĕш çулхи март уйăхĕчченех кĕрешме тиврĕ вăрçăра. Вăрçă чарăнсан Украинăра оперуполномоченнăй пулса ĕçлерĕм. 1946-мĕш çулхи çуркунне тăван ялăма таврăнтăм. Килте анне пĕчченех пурăнать. Йĕри-тавра юхăннă хуçалăх, çимелли те, хутмалли те çук. Çапла вара аннене пĕччен пăрахса хăварма çуккине ăнлантăм та тăван килтех юлма шутларăм.
Халĕ ĕнтĕ çартан таврăннă 27 çулхи каччă çĕнĕ пурнăç пуçлама шутлать. Ялти шкулта ĕçлекен Наталия Петровнăпа пĕрлешсе çемье çавăраççĕ. Кил-çурт çĕкленĕ, выльăх-чĕрлĕх усранă, çапла майпа хуçалăха йĕркелесе пынă. 1947-мĕш çулта уй-хир бригадирĕнче ĕçлеме пуçлать Григорий Николаевич. Унтан 1949-мĕш çултанпа мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех сад бригадин бригадирĕ пулса тăрăшать. Кашни çул тухăçлă улма-çырла çитĕнтернĕ вăл ертсе пыракан бригада. Сад пахчийĕ те ытармалла мар илемĕпе хăй патне пур ял-йыша илĕртнĕ. Ĕçне кура хисепĕ те. Аслă Отечественнăй вăрçăра илнĕ орден-медальсемпе пĕрлех ун кăкăрĕ çинче «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи» паллă та, В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнине палăртса панă медаль те, ĕç ветеранĕн медалĕ те ялкăшаççĕ. Çемьере 5 ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă Николаевсем. Кашниех хăйсен тивĕçĕ вырăнне тупнă. Ачисем ашшĕ-амăшĕн ырă ятне çÿлте тытса пыраççĕ. Мăнукĕсем те хăйсен ĕçĕпе аслашшĕ-кукашшĕне савăнтараççĕ. Малашнехи пурнăçра Григорий Николаевича, хисеплĕ вăрçăпа ĕç ветеранне, канлĕ ватлăх, вăрăм кун-çул, çирĕп сывлăх сунатпăр.