АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсем Алендейпе юлташлăччĕ

18 ноября 2009 г.

Кăçал Чăваш халăх писателĕ В.С.Алендей çуралнăранпа 90 çул çитнĕ май ун çинчен нумай аса илÿсем пичетленчĕç. Унăн çывăх юлташĕ Г.Матвеев çинчен те статьясем тухрĕç. Çак паллă çынна эпĕ те пĕлнĕ, пĕрре çеç мар курса калаçнă. Ку хутĕнче вара писателĕн Кивĕ Вĕренерти тепĕр çывăх юлташĕ çинчен каласа парас килет.

Манăн аттен пиччĕшĕн ывăлĕ Илья Алексеевич Алексеев Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче Герман Матвеевичпа пĕрле Владивосток çывăхĕнчи Артем хулинчи шахтăра ĕçленĕ. Унтан вĕсем вăрçă хыççăн пĕрле килнĕ. Г.Матвеев район хаçатĕнче, радиора ĕçленĕ, И.Алексеев Кивĕ Вĕренерте ял Совечĕн председателĕ пулнă. Вĕсем пĕр-пĕрин патне хăнана та çÿренĕ. Манăн атте виçĕ вăрçăра пулнăран пирĕн пата аттепе калаçса ларма кĕретчĕç. Эпĕ, шкул ачи, вĕсем калаçнине итлеттĕм. Иван Алексеевичăн килĕнче кĕнеке питĕ нумайччĕ, вĕсене ял халăхне вулама паратчĕ, хаçат та вăл чылай çырăнса илетчĕ, пур хаçатне те типтерлĕн çĕлесе хурса пыратчĕ. Ман шутпа Герман Матвеевичпа юлташлă пулнипех вăл тĕрлĕ хаçатсене статьясем çыратчĕ, район хаçачĕн кашни номерĕнчех пичетленетчĕç вĕсем.

Мускавран Шупашкара куçса килсен те хулари юхан шыв портĕнчи милици уйрăмĕнче ĕçлеме пуçларăм. Хĕллехи пушă вăхăтсенче аса илÿсем, сăвăсем çырса аппаланаттăм. Пĕррехинче, 70-мĕш çулсен пуçламăшĕнче, канашласа пăхма тесе Василий Степанович патне хамăр ентеш пулнăранах, килне кайрăм. Вăл Уруков урамĕнчи 3-мĕш çуртра пĕчченех пурăнатчĕ. Арăмĕ маларах рак чирĕпе вилнĕ терĕ. Чей ĕçсе калаçса ларнă вăхăтра паллă çыравçă мана нумай кирлĕ, ырă сĕнÿсем пачĕ, малалла та килсе çÿреме ыйтрĕ. Çакăн хыççăн кашни курмассеренех «ентешсем» тесе алă тытсах калаçаттăмăр. Вăл час-часах Атăл хĕрринчи лапама уçăлса çÿреме анатчĕ, туяпа çÿретчĕ. Эпĕ туйине курсанах унăн маларах тухнă «13-мĕш ура» калавне аса илеттĕм. Хăрах ури йывăçран пулнă-та-ха, ывăнатчĕ пуль çав. Автобус кĕтсе чарăнури сак çине ларатчĕ. Мана курсанах: «Э..., ентеш килет-ха», - тетчĕ. Студентсен хули еннелле каякан автобус çине ларма пулăшаттăм. Ытлашши калаçмастчĕ, питĕ ырă кăмăллă çынччĕ. Уйрăлнă чух: «Тĕлне пĕлетĕн вĕт, пырса лар-ха», - тетчĕ. Василий Степановича Иван Алексеевич та лайăх пĕлнĕ. Вĕсем виççĕшĕ «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцинче, ытти çĕрте сахал мар курса калаçнă. Халĕ вĕсенчен пĕри те çук, анчах аса илни те ăшă туйăмсем çуратать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика