18 ноября 2009 г.
Ноябрĕн 7-мĕшĕнче чăвашсен паллă поэчĕ, пирĕн ентеш, Мария Андреевна Волкова çуралнăранпа 75 çул çитрĕ. Алăра поэт 53 çул каялла, 1956-мĕш çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнче çырнă ал çырăвĕ. Ăна вăл Вăрмар поселокĕнче пурăннă Герман Матвеевич Матвеев (вăл ун чухне Тăвайра «Сталин ялавĕ» хаçат редакторĕнче ĕçленĕ) патне çырнă пулнă.
Çырăва вуласа тухсан пултаруллă çамрăк çыравçăн 50-мĕш çулсенчи пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен пĕлме пулать. Çавăнпа та вăл çырнă йĕркесемпе вулакансене паллашма интереслĕ пулĕ тесе шутлатăп.
«Хисеплĕ Герман Матвеев юлташ!
Хаклă тусăм, инçетри землякăм, мĕнле пурăнатăр?
Чи малтанах пур таса кăмăлтан хĕрÿ салам Сире. Пурнăçăрта, ĕçре уяв ячĕпе ырлăх-сывлăх сунса çитĕнÿсем сĕнетĕп.
Темле пуçласа темле çырмалла ĕнтĕ, çырассисем нумай, анчах вăрахчен шарламасăр пурăннă хыççăн ытла та аван мар. Тен, эсир маннă тенĕ, анчах ĕненĕр, Эсир мана асăнса, сума суса янă çырăвăра халĕ тин алла илсе вуларăм. Анне, хут пĕлменнипе, çырăвăра пуçтарса хунă та манса кайнă пулнă. Ответпа пĕрле Эсир сăввăмсене илсе вулама пичетлеме те кăмăл тунă. Хăвăрах пĕлетĕр, ку маншăн çав тери ырă хыпар».
«Мĕншĕн памастăн сассуна? Е мантăн пулĕ эсĕ мана? Ответпа пĕрле сăввусем те Тăвай еннелле çул хывасса шанатăп» - тесе çырнă ун патне Г.Матвеев.
«Манман, Туршăн та мана ан ÿпкелĕр. Сирĕн пек ырă юлташа манма юрать-и вара, - хуравланă Мария Волкова сăвăç. - Халĕ вара Сире хăш-пĕр сăввăмсене ярса парам, малтанлăха нумаях яраймăп. Эпĕ вĕт-ха ноябрĕн 7-мĕшĕнче çуралнă. Кĕçех тата уявĕ çитет. Çав кун тĕлне ответăра кĕтсе илсен тем пекехчĕ!»
Малалла поэт хăйĕн çăмăлах мар пурнăçĕ çинчен çырать. Педагогика институтне курăмлă майпа вĕренсе пĕтерме май килименни пирки хумханса пĕлтерет. Чăрмавĕ ĕнтĕ кунта вĕренме пулăшу çитменни тата чирлесе ÿкни. Анчах та вăл пурпĕрех куçăмсăр майпа малалла вĕренме тăрăшать. «Вăхăт пур, халь çамрăк-ха, вĕренсе пĕтерĕп вĕçне çитнĕскерне», - тет вăл малашлăха шанса. Ĕçе кĕресси пирки шухăшлать. «Мĕн сентябрьтенпех хам сăвăсен сборникне хатĕрлетĕп, çырса пĕтеймен поэмăпа ларатăп халь, - вулатпăр малалла. - Ку поэмăпа 54-мĕш çултанпах тĕрмĕшетĕп, калăпăшĕпе те хулăн ĕнтĕ, теми те шали-вали мар. Августра кăçал Мускава выставкăна кайса килтĕм (2 сыпăкĕ выставка çинчен пулмалла). Сире ак поэмăпа паллаштарăп. Вырăнĕпе хама та килĕшет: «Нарспи» стилĕпе çырăнать, К.Иванова халалласшăн. Начар пулсан намăс пулмĕ-ши тетĕп, халаллама чăтĕ-ши тесе те хăратăп. Пулса çитнĕ малти сыпăкĕсене Сире ярса парăп. Çак çыру килсен, тен, Эсир ăна хаçатăрта пичетлĕр те. Колхоз пурнăçне, колхозниксен чун-чĕрине çывăх поэма вăл, темипе те, чĕлхи тĕлĕшпе те ман шутпа çăмăл, ăнланмалла пек. Ку ĕнтĕ пулас ĕç.
Халлĕхе сывă пулăр-ха, çырăр. Мана ан ÿпкелешĕр. Сума суса Сирĕн ĕлĕкхи тус-поэтессăр М.Волкова».
Çыру çырнă хут листин хĕррине Мария Волкова çапла хушса çырса хунă: «Кăçал 22 тултаратăп. Çулсем иртеççĕ. Анчах малашлăх аслă-ха. Пур пĕрех вăхăт сахал пек, вăхăт виçесĕр хĕсĕк, çитмест. Нимĕн туса та нимĕн юлассăн туйăнмасть».
Калама çук питĕ шел, поэт кун-çулĕ кĕскерех килчĕ. Мĕн чухлĕ шухăш-ĕмĕт пурнăçа кĕреймесĕр, мĕн чухлĕ сăвă-поэма хут çине çырăнаймасăр юлчĕ пулĕ...