18 ноября 2009 г.
Нумай çул пурăнакансем шутне 90 çулхи тата аслăрах çынсене кĕртеççĕ. Аталаннă çĕршывсенче 10 пин çын хушшинче 100 çул урлă каçнă пĕр çын пурăнать, Раççей Федерацийĕнче - 0,46 (2002 çул). Чăваш Енре 2002 çулта 100 урлă каçнă 24 çын пурăннă. Пирĕн районта кăçалхи ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 100 çул урлă каçнă 1 çын - Кавал ялĕнчи П.Моклаков пурăнать. Вăл 1909 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче çуралнă. Ун хыççăнхи чи ватă çынсем - 1910 çулхи май уйăхĕнче çуралнă А.Иванова (Кивĕ Вăрмар), 1911 çулхи октябрьте çуралнă, Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Я.Макаров.
Районĕпе ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 90 çул урлă каçнă 83 çын пурăннă.
Вăрмар поселокĕпе ялсем тăрăх: Вăрмар поселокĕ - 8, Арапуç - 3, Пысăк Енккасси - 2, Пăвакасси - 1, Пăртас - 2, Эçпепе - 2, Атайкасси - 2, Карăкçырма - 5, Кавал - 3, Хĕрлĕçыр - 4, Кĕтеснер - 3, Кĕçĕн Чак - 1, Мăнçырма - 4, Çĕнĕ Кавал - 2, Çĕнĕ Вĕренер- 2, Çĕнĕ Шулхан - 1, Урнар - 1, Кивĕ Мăнтăр - 2, Кивĕ Шулхан - 1, Çÿлти Кинчер - 1, Саруй - 1, Çитмĕш - 1, Кивĕ Вĕренер - 1, Кивĕ Вăрмар - 8, Тупах - 1, Тикаш - 3, Хуруй - 3, Чулкас - 1, Шăплат - 1, Шăхаль - 9 (виççĕшĕ Кĕперлĕ урамра пурăнаççĕ), Энĕшпуç - 3. Вăтамлатса илес пулсассăн, Вăрмар поселокĕнче 775 çынна пĕр нумай çул пурăнакан тивет, Шăхалĕнче - 96 çынна, Карăкçырмара - 79 çынна, Пăртасра кашни 12-мĕш çын вара - нумай çул пурăнаканскер. Çакăн пек статистика.