18 ноября 2009 г.
Районти йĕркелĕхшĕн, тăнăç лару-тăрушăн общественность мĕн чухлĕ ытларах тăрăшать, милици службин ĕçне çынсем çавăн чухлĕ ăнланаççĕ, вĕсенче хăйсен хÿтĕлевçисене кураççĕ. Районта пурăнакансем хушшинче ирттернĕ ыйтăм тăрăх, çынсен 70 проценчĕ ытла милици ĕçне ырлать. Апла пулсан вĕсен ĕçĕ палăрмаллах курăмлă.
Милици ĕçне çурри ытла участокри уполномоченнăйсем тытса пыраççĕ тесен пĕрре те йăнăшмастăп пулĕ тесе шутлатăп. Вĕсем халăха çывăх çынсем, вĕсемех кашни çын килне çитекенсем. Мĕнле ыйтусем кăна татса памаççĕ-ши участокри уполномоченнăйсем. Вĕсем çине паян çав тери нумай ĕç тиеннĕ. Хăйсемпе тÿремĕнех çыхăннă ĕçсемсĕр пуçне вĕсем дежурствăра та пулаççĕ. Районти шалти ĕçсен пайĕнче участокри уполномоченнăйсем вуннăн. Вĕсен ĕçне йĕркелесе, контроллесе пыраканĕ - обществăлла хăрушсăрлăх милици начальникĕ А.Яранов. Паян сăмах çак ĕçре нумай çул ĕçлекен сотрудниксем çинчен - Николай Владимирович Ивановпа Геннадий Иванович Григорьев пирки - пырĕ.
Г.Григорьев районти шалти ĕçсен пайĕнче 1993 çултанпа ĕçлет. Çак вăхăтранпах вăл участокри уполномоченнăйĕнче вăй хурать. «Тĕрлĕ ялта тĕрлĕ халăх, кашнийĕн хăйĕн шухăш-кăмăлĕ, пирĕн вара вĕсен кăмăлне лармалла. Хăш-пĕр чухне хирĕçле те кайма тивет, мĕншĕн тесен пирĕн ĕçĕ çавăн пек, курнине курмиш пулмалла мар, тăрă шыв çине кăлармалла, пĕрин айăпĕпе теприн инкек тÿсмелле ан пултăр тесе тăрăшатпăр», - тет Геннадий Иванович. Сăмах май каласан, вăл йĕркелĕхшĕн хамăр районта кăна тăрăшмасть, Раççейри ытти хуласенче - Хусанта, Тольяттире, Сочире командировкăра пулса йĕркелĕх хуралĕнче тăрать. Çавăн пекех вăл кăçал пилĕк уйăх Чечен Республикинче пулса вырăнти милиционерсене йĕркелĕхе тытса тăма пулăшнă. Унта та унăн тĕрлĕ яваплă операцисене хутшăнма тивнĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл çак кĕске вăхăт хушшинче РФ Шалти ĕçсен министерствин Хисеп грамотине илме тивĕçлĕ пулнă, ăна Р.Нургалиев министр хăй алă пуснă. Ытти наградăсем те сахалах мар унăн. Хальхи вăхăтра вăл Аслă Чак, Пинер ял тăрăхĕсенчи граждансемпе ĕçлет. Ывăлĕн ашшĕнчен тĕслĕх илмелли пурах.
Николай Владимирович Ивановăн та ĕç биографийĕ районти шалти ĕçсен пайĕнче пуçланнă. Ялти шкула вĕренсе пĕтерсен салтак службинче сывлăш-çар десанчĕн çарĕнче (ВДВ) пулать, унтан таврăнсан институтран вĕренсе тухать те, 1994 çултанпа халĕ хăй ĕçлекен çĕрте вăй хума тытăнать. 11 çул пĕр вырăнта - сахалах та мар ку, нумаях та мар темелле. Çак хушăра районти тĕрлĕ ялсенче участокри уполномоченнăйĕнче ĕçлеме тивет унăн. Пĕр вăхăт милицин участокри аслă уполномоченнăйĕ те пулать вăл. Хальхи вăхăтра Чупайпа Энĕшпуç ял тăрăхĕсенчи граждансемпе алла-аллăн тытăнса ĕçлет. «Николай Владимирович çак ялсенчи çынсем кам мĕнле сывланине те пĕлет», - теççĕ милицинчи яваплă çынсем. Ку чăнахах та çапла пулĕ. Кашни кун ял тăрăхĕсенче пулса вĕсен профилактикăлла ĕçĕсене активлă хутшăнать. Унсăр пуçне преступлени çулĕ çине тăма пултаракан çынсем патне килĕрен те çÿресе профилактикăлла калаçусем ирттерет, паспорт режимне пăсакансем те унăн куçĕнчен пытанса юлаймаççĕ. Протоколсем çырса вĕсене вăхăтра уçса парассипе те аван ĕçленине палăртаççĕ ун пирки. Ĕçне кура хисепĕ тенĕ пек, ăна та ĕçре уйрăмах палăрнăшăн ЧР Шалти ĕçсен министрĕ В.Антонов алă пуснă Хисеп грамотине панă.
«Г.Григорьевпа Н.Иванов милици майорĕсем хăйсен участокĕнче преступнăçа алхасма парас мар тесе хăйсенчен мĕн килнине йăлт тума тăрăшаççĕ, çынна инкекре пăрахмаççĕ. Вĕсен ĕçĕ курăмлă» - тет обществăлла хăрушсăрлăх милицин начальникĕ А.Яранов.
Ĕнер иртнĕ милицин участокри уполномоченнăй кунĕпе вĕсене саламласа ырлăх-сывлăх сунар.