18 ноября 2009 г.
Тикаш ял тăрăхне кĕрекен Çĕнĕ Вĕренер ялĕнче пурăнакансем юлашки çулсенче шыв çителĕксĕррипе тертленнĕ. 1973 çулта пăраласа тунă çĕр шăтăкĕ юрăхсăра тухнă пирки ăна 2007 çулта çĕнĕрен тасатнă. Анчах та тимĕр пăрăхĕ çурăлнă пирки çак скважина юшкăнпа тулса ларнă. Çавна май Тикаш ял тăрăхĕн администрацийĕ çĕнĕ скважина чавасси пирки йышăну тунă. Ку ĕçсене пурнăçлама «ПМК «Водоснабжение»тулли мар яваплă обществăна явăçтарнă. Вĕсем малтанласа икĕ скважина чавнă, анчах та вĕсенче шыв çителĕксĕр пулнă. Нумаях пулмасть виççĕмĕш хут чавнă скважинăра шыв часах тулнă. Халĕ насуспа шыва чылай вăхăт уçласан та, вăл пĕтмест. Шыв çителĕклĕ пултăр тесе шыв башни туса лартнă. Çак ĕçре «Урмарытеплосеть» муниципаллă унитари предприятин директорĕн, çак ялтах çуралса ÿснĕ Ю.Никитинăн тăрăшулăхне палăртмалла. Унсăр пуçне «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществин пуçлăхĕ Н.Зайцев спонсорла пулăшу кÿнĕ. Вăл ку ĕçсене пурнăçлама çĕклемелли кран уйăрнă. Шывпа тивĕçтерессипе, шыв башнине пăхса тăрассипе В.Яковлева çирĕплетнĕ. Çитес çул шыв башнине сăрлама палăртаççĕ.
Шывпа тивĕçтерес ĕçре Тикаш ял тăрăхĕн администрацин тÿпи пысăк. Вăл укçа-тенкĕ енчен пулăшу кÿнĕ. Çавăн пекех Çĕнĕ Вĕренерте пурăнакансем те пысăк тăрăшулăх кăтартнă.